Çула тĕпрен çĕнетрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:53 Просмотров: 66

Муркаш ен республикăри транспорт инфраструктурин «Пурнăç инфраструктури валли» наци проектне пурнăçласа нумай ĕç пурнăçлать. Вĕсем йăлтах вырăнта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе пулса пыраççĕ. Асăннă ыйту çине юлашки çулсенче тĕрлĕ шайри влаç орнанĕсем пысăк тимлĕх уйăрнине куратпăр, ку ĕçе ял çыннисене те активлă хутшăнма условисем ытлă-çитлĕ туса пани кашни утăмрах куç умне пулать.

Регионти тата муниципалитетсем хушшинчи автомобиль çулĕсем тĕлĕшпе Чăваш Республикин Транспорт министерстви те тĕллевлĕ ĕçлет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвне пурнăçласа пирĕн республикăри çулсем çинче ыйтуллă вырăнсене вăхăтра пĕтерессипе оперативлă ĕçлесе пыраççĕ. Халĕ каланă пек тĕслĕхсенчен пĕри вăл – регион пĕлтерĕшлĕ «Муркаш – Турай – «Сăр» автоçул. Халĕ асăннă çул Муркаш тата Етĕрне округĕсене тÿррĕн çыхăнтарма май парать. Çак çул çинче «Универсал» чикĕллĕ яваплăхлă общество подряд организацийĕ тăрăшнипе 3,5 километр тăршшĕ çула юсаса çĕнетессипе масштаблă ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Çул тăвакансем тăрăшса ĕçленипе автоçул çивиттине хÿтĕлессипе тата ун патне пыракан шыва сирсе ярассипе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Çулăн çиелти сийне тĕппипех улăштарнă тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх паллисене çĕнĕрен вырнаçтарнă. Кусемпе пĕрлех строительсем çул хĕррисене хытарассипе тата çул çине хăрушсăрлăх паллисем вырнаçтарассипе ĕçсем пурнăçланă. Термопластикпа тата сăрăпа сăрланă паллăсем вырнаçтарнă. Палăртмалла, регион пĕлтерĕшлĕ «Муркаш – Турай – «Сăр» автоçула çĕнетни Муркаш тата Етĕрне округĕсенче пурăнакан çынсен пурнăç условийĕсене тĕпрен лайăхлатассипе çыхăннă. Комплекслă ĕçсене вăхăтра реализацилеме пултарни водительсемпе пассажирсемшĕн автоçул çинчи комфортлăха ÿстернипе тата хăрушсăрлăх ыйтăвне лайăхлатнипе танлашать. Паян асăннă проект вăл Чăваш Республикинче «Пурнăç инфраструктури валли» наци проектне пурнăçласа ирттернĕ ĕçсен пĕр сыпăкĕ пулса тăрать. Республикăри Транспорт министерстви çул-йĕр хуçалăхне лайăхлатмалли тата çулсен пахалăхне ÿстермелли паянхи технологисемпе активлă ĕçлесе пырать, муниципалитетсенчен те çавнах ыйтать. Çÿлерех асăннă евĕр проектсене вăхăтра реализацилени çулсем çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвне лайăхлатать, туризмпа бизнеса аталанма çул уçать, регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерет. Çакна шута илсе Чăваш Республикин транспорт инфраструктурине модернизацилесси малалла пырĕ. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май кашни пурăнакан ырă улшăнусене хăйĕн çинче туйса илме пултартăр. Автомобиль çулĕсене тăвасси-юсасси муниципалитет округĕнче тĕрлĕ проект-программăпа пурнăçа кĕрсе пырать. Çапла вара ялсенче унччен тунă çул-йĕре, округ пĕлтерĕшлĕ çулсемпе республика тата федераци çулĕсене çулсерен çĕнĕ хăт кĕрсе пырать. Çакă йăлтах ялта пурăнакан çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку ĕçсем малалла та вăй илсе пырĕç. Унăн уссине çывăх вăхăтра муниципалитет округĕнче пурăнакан кашни çын туллин туйма пуçлĕ.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6