Эпĕ орнитолог мар. Анчах та Шетмĕ шывĕн икĕ енĕпе лартса çитĕнтернĕ вăрман хĕрринче пурăннă кайăксен пурнăçĕ тĕлĕнтерет мана. Вĕсен тыткаларăшне, мĕн ĕçленине пăхса самаях вăхăт иртет.
Калăпăр – шăван кайăк. Вăл йывăç тăрăх йăпăр-япăр чупса хăпарать, улатакка пек хуртсемпе тăранать. Улатаккана пурте курнă пулĕ, çак кайăк хăрăк йывăç çинче еплерех таккать, пулемет та ун пек переймест, тутарать, сăмси мĕнле чăтать-ши? Пĕр çулхине çапла ирех шыв патне кайма тухрăм. Утатăп – ман пуç çине турпас вĕçет. Улатакка пысăках мар тирĕке таккаса шăтарнине куртăм, йывăçĕ вара хăрăк мар. Турпасне нумай кăларса тултарнăран шăтăкĕ самай тарăннăн курăнать. Кăнтăрлапа вара çав шăтăка шăнкăрчăсем мамăк-тĕк йăтма пуçларĕç. Каç еннелле улатакка вĕçсе килчĕ те шăнкăрчă сас-чÿ кăларса вĕçсе тухрĕ, хыççăнах мамăк-тĕк тухса вăркăнчĕ. Кăçал вара шăван кайăка та, улатаккана та курмарăм эпĕ. Шăнкăрчăсем чĕпĕ кăларсан пĕр уйăх ялта курăнмарĕç, таçта кайса çухалчĕç. Пилеш кайăкĕсем пирĕн пахча тавра чылай йăва çавăратчĕç, çырласем ÿстерме паман вĕсем, кăçал вара пукрав çитрĕ, пилешсем хĕп-хĕрлĕ лараççĕ. Ытти çулсенче кураксем çу варринчех пĕрле пухăнса вĕçме пуçлатчĕç, тÿпере сас кăна янăраса тăратчĕ, пан улмие тапăнатчĕç. Пĕр енчен хăвалатăн та тепĕр еннелле вĕçетчĕç, сăтăр чылай тăватчĕç. Кураксем те кăçал мана сахалланнă пек туйăнчĕç, çулла та, кĕркунне те курăнсах каймарĕç. Чăх-чĕп усракансем ÿхĕрен хăратчĕç, унăн йăви ялта çул хĕрринчехчĕ. Кăçал ÿхлекен çук, ялта шăп. Манăн кил картишĕнчи китайка йывăççи çине çуркунне енне яланах пăчăрсем вĕçсе килетчĕç, вĕсем килсен ăшăтать тетчĕç. Кăçал вара эпĕ курмарăм çак кайăксене. Кăсăясем хĕлле пурччĕ, çулла вара ятарласа туса панă йăвана кĕнине те курмарăм. Пахча хыçĕнче, маларах хăмла ÿснĕ вырăнта, халĕ хыт хура ларать. Унта карăш авăтатчĕ, кăçал вара унăн сассине те илтмерĕм эпĕ. Пăрчăкансем вутă купи хушшинче йăва тăватчĕç, вĕсене те курмарăм. Чĕкеçсем те, вĕршĕнсем те малтанхи пек пĕве çийĕн вĕçмерĕç. Çирĕктăрри, шăкăлчи йăвисем пушă ларчĕç. Тракторпа суха тунă чухне плуг хыçĕнче текерлĕксем ăман пуçтарнине асăрхаттăмччĕ. Çак кайăксем пирки трактористсенчен ыйтрăм та вĕсем те курман терĕç. Çакăн пек пулăмсем мана тĕлĕнтереççĕ кăна мар, хăратаççĕ те.
Лев КРАСНОВ. Тивĕш ялĕ.
Август 2026 |
