«Ялтан куçса кайма нихăçан та шухăшламан»

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:32 Просмотров: 61

Ырă çынсем тата ĕçсем пирки калаçас, çырас килет. Нумаях пулмасть лайăх хыпар пĕлтĕмĕр. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин эксперчĕсем «Мой фельдшерско-акушерский пункт лучший» регион шайĕнчи конкурса пĕтĕмлетнĕ, Муркашри тĕп больницăн Елена Соколова фельдшер ертсе пыракан Хорнуй ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне республикăри чи лайăххисен йышĕнче тесе çирĕплетнĕ. Хорнуйсен ячĕ сумлă иккĕмĕш вырăнта тăрать. Конкурса 21 округри ФАП хутшăннă, финала 6 ФАП тухсан асăннă министерство эксперчĕсем вĕсен ĕçĕпе вырăна çитсе паллашнă, хорнуйсен ĕçĕ çÿллĕ шайрине çирĕплетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене палăртакан республика конкурсĕ «ФАП – сывлăх туртăмĕн центрĕ» – регион проекчĕн мероприятийĕсенчен пĕри. Аса илтеретпĕр, проекта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви пурнăçлать, çак ĕçе Хĕрарăмсен республикăри пĕрлĕхĕ тата Раççей Сывлăх сыхлав министерствин терапипе профилактика медицинин наци медицинин тĕпчев центрĕ хутшăнса пулăшать. Асăннă проектăн тĕллевĕ – фельдшер çынсемпе хутшăнса ĕçлессине лайăхлатасси, яллă вырăнта медицина пулăшăвне илессине çăмăллатасси тата пахалăхне ÿстересси. Халăха харпăр хăйĕн сывлăхне упрама, çирĕплетме вĕрентесси – «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп задачи. Хорнуйĕнчи ФАП ертÿçи Елена Соколова форум хыççăн пире çапла пĕлтерчĕ:

– Ырă хыпара Шупашкарти медицинăн иккĕмĕш форумĕнче пĕлтерчĕç. Вăл октябрĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертÿçин çумĕ Владимир Степанов чысларĕ. Çак форума хутшăнма тата пысăк сцена çине тухма эпĕ те тивĕç пулнишĕн савăнатăп. Пирĕн ĕçе çапла çÿллĕ шайра хаклани малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантарать. Эпир, ФАП фельдешрĕсем, ялти çынсен сывлăхĕшĕн пĕрремĕш звенора яваплисем пулса тăратпăр. Кашни çыннăн пурнăç условине, çынсем мĕнпе чирлине, йăхран йăха куçакан чирсем пуррине пĕлме тăрăшатпăр. Чирлисемпе хамăр патра амбулатори йышăнăвĕ ирттеретпĕр. Чирлисем, пĕр çул тултарман ачасем, çие юлнă хĕрарăмсем тата ыттисем патне ялсене тухса çÿретпĕр. Ялти çынсен сывлăхĕшĕн хамăртан мĕн килнине йăлтах тума тăрăшатпăр. Фельдшер пункчĕсем çине санитарипе гигиена, эпидемие хирĕç кĕрешес ĕç,ь профилактика мероприятийĕсем ирттерес, врач пулăшу паричченхи пулăшăва кÿрес тата ытти ĕçсен яваплăхне пирĕн çине хунă. Çынсемпе ăнлантару калаçăвĕсем, сывлăх шкулĕсем ирттеретпĕр. Пирĕн ФАП пăхса тăракан территори пĕчĕкех те, пысăках та мар. 500 яхăн çын манăн участокра, вăл шутра 80 ача. Юлашки çулсенче халăх йышĕ, пур çĕрти пекех, пирĕн патра та чакса пырать, ĕçĕ вара çитет, – терĕ Елена Геннадьевна.

Ăста фельдшерăн ĕç ĕмĕрĕ 1990 çулта Санчурскри медицина училищинчен вĕренсе тухсан пуçланнă. Хăйĕн професси суйлавĕнче пачах та иккĕленмесĕр вăл 35 çул тăрăшать. «Çак ĕçрен лайăхраххи пуррине эпĕ пĕлместĕп те. Тепĕр хут суйламалла пулсан та çак ĕçех суйланă пулăттăм», – тет вăл кăмăллăн. Сывлăх енĕпе пулăшу е канаш кирлĕ пулсан вырăнти çынсем тÿрех ун патне васкаççĕ. Тепĕр чухне вăхăт çук пулсан та чирлĕ çыншăн вăхăт тупать.

«Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă», теççĕ халăхра. Елена Геннадьевна çак тăрăхра çуралнă, килĕштернĕ каччăпа пĕр çемье çавăрнă та кунтах тĕпленсе пурăнать. «Ялтан куçса кайма нихăçан та шухăшламан, мана хула пачах та илĕртмен. Килĕшет кунта ĕçлесе пурăнма. Хам çынсене кирлине туйсах тăратăп», – терĕ вăл.

Тепĕр чухне вара фельдшерăн шурă халатлă ĕçчен пулма кăна мар, юлташ та, чуна уçса калаçакан та, психолог та пулма тивет. «Пысăк чĕрере» пурин валли те вырăн çитет. Унăн ĕçне ырăпа хаклани тата çынсем тав туни, паллах, питĕ кăмăллă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6