Салтаксене тыл пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:27 Просмотров: 47

Нискасси шкулĕнче вĕренекен ачасемпе унта тăрăшакан учительсем Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕ йĕркеленĕ «Рюкзак помощи» акцие хутшăнчĕç. Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен округри комитечĕн (КСВО) ертÿçи Оксана Ильина вĕсен çакăн пек ырă ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Пулăшу кÿрекенсене вăл тав турĕ.

Оксана Ильина каланă тăрăх, çак акцие госпитальсенче сипленекен салтаксене пулăшас тесе ирттереççĕ. Сумкăна салтака малтанхи вăхăтра кирлĕ япаласем хураççĕ: гигиена хатĕрĕсем, аялти тум, футболка, тапочки, çыру. Çак япаласем вĕсене чăннипех те питĕ кирлĕ унта. Çавăнпа та ертÿçĕ ку акцие пурне те хутшăнма ыйтать. Комитет гуманитари пулăшăвне салтаксем тăратнă ыйту тăрăх ăсатать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене пулăшса ырă ĕç тума пултарать. Пĕрле кăна эпир вăйлăрах.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6