Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать тата вĕсене тĕрлĕ енлĕн тимлĕх уйăрать. Регион Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн СВОри çар ĕçĕсене хутшăнса аманнисене, суранланнисене, контузи пулнисене пĕр хутчен укçа тÿлевĕ парассине çирĕплетнĕ.
Тÿлев калăпăшĕ çар çынни мĕнле суранланнинчен килет. Йывăр суранлансан, контузи пулсан (РФ Правительстви çирĕплетнĕ перечень шайĕнче) çар çыннине 300 пин тенкĕ тÿлеме палăртнă. Çăмăлрах суранланнă тата çак категорири перечене кĕрет пулсан – 150 пин тенкĕ. Перечене кĕмен пĕчĕкрех сурансем пулсан салтака 50 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Тÿлеве пĕр хутчен 2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнченпе – ятарлă çар операци пуçланнăранпа – пулнă сурансемшĕн параççĕ. Укçан хавхалантарассине çар çыннисене пулăшас тесе йышăннă. «Ятарлă çар операцине хутшăнса суранланнă çынсенчен укçа тÿлевĕ валли заявление ноябрь уйăхĕнче МФЦсенче йышăнма пуçлаççĕ. Халĕ çак пулăшу мелне тÿлеме тытăнассине йĕркелес ĕç пырать», – палăртать Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
ЧР Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви.
Август 2026 |
