Муркашри Культура çуртĕнче «Атте пултарать» конкурс иртрĕ. Конкурс программи кăсăклă та анлă пулчĕ. Аттесен пĕрремĕш тĕрĕслевĕ – визит ткарточки. Çакăнта кашни ушкăн хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕ.
Малалла вара кашни аттен çăлтăр сехечĕ пулчĕ. «Атте тата эпĕ – чи лайăх туссем» ыйтăмра аттесен пуçа самай ĕçлеттерме тиврĕ. Вĕсем ачасен мĕнле мультфильмĕ чи юратни, мĕнле пăтă вара ытлах килĕштерменни пулнине аса илчĕç. Ачасем ашшĕсене тимлĕн тишкерчĕç, хăйсене пĕлнипе тĕрĕслерĕç. Малалла ашшĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем ачасемпе юрларĕç, ташларĕç, сценкăсене хутшăнчĕç. Ку конкурс пурне те пĕрлештерчĕ. Кам чи пултаруллă пулни вара пĕлтерĕшлех мар, пурте хастар. Чи хаклă парне – ача-пăча юратăвĕпе кулли. Ку уявра вара вăл çителĕклипех пулчĕ. Муркаш тăрăхĕнчи аттесем – чи пултаруллисем.
Август 2026 |
