Паян та руль умĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:21 Просмотров: 77

Пирĕн округра çĕр ĕçне чунĕпе парăннă çынсем сахал мар. Вĕсем кашниех суйласа илнĕ ĕçе юратса пурнăçланине, хушнине кирек хăçан та яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшнине уйрăм тĕслĕхсемпе чылай çирĕплетме пулать. Çакăн пек ĕçченсенчен пĕри вăл – «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра нумай çул яваплăха туйса вăй хуракан ĕç ветеранĕ Михаил Плюхин водитель (сăн ÿкерчĕкре). Унăн пурнăçне тишкерсен, вăл ăна ял пурнăçĕнчен, çĕр ĕçĕнчен уйрăлмасăр ирттернĕ тесе çирĕплетсех калама пулать.

Ачаранах тăван хуçалăхра ĕçлеме хăнăхнăскер, ÿсерехпе те айкалла çул шыраман. Хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне вăл тăван хуçалăх аталанăвне халалланă. Нумай çул хушши уй-хир бригадине ертсе пынă хыççăн яваплăха туякан ĕçчене хуçалăх диспетчерĕ пулма шанаççĕ. Ответлă ĕçре 11 çул ним сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çакăн хыççăн тăван хуçалăха лайăх пĕлекен арçынна автомашина шанса параççĕ. Руль умне ларнăранпа та чĕрĕк ĕмĕр ытла хыçа юлчĕ ĕнтĕ, анчах ĕçе чунĕпе парăннă арçын халĕ те кулленех рейсра. Ял çынни пĕрлешÿллĕ кооперативпа килти хушма хуçалăхри ĕçсене пĕр çыхăра тытса пырать. Çак сăмахсем Михаил Филимоновича та пырса тивеççĕ. Ачаран пуçласа çур ĕмĕре яхăн тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хурать вăл. Хушнине яланах тăрăшуллă пурнăçлать. Ĕç тиркеменскер Тамара мăшăрĕпе паян килти хушма хуçалăхра пуян сад тытаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп усраççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарни кун йĕркинчи нумай ыйтăва вăхăтра татса пама пулăшнине пытармарĕ ĕç ветеранĕ. Ĕçлемелле, шаннă ĕçе ответлăха туйса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Тăрăшса ĕçлени тата усал йăла-йĕркерен катара тăни – пурнăçăмăра тăснин тĕп вăрттăнлăхĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм пуян опытлă водительпе ирттернĕ кĕске калаçура.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6