Округ пуçлăхĕ форумра пулчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:17 Просмотров: 43

Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов октябрĕн 15 – 17-мĕшĕсенче Куславкка округĕн пуçлăхĕпе Алексей Людковпа Ставропольте «МАЛАЯ РОДИНА – СИЛА РОССИИ» ятпа иртекен пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш форума хутшăннă. Форум регион аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшма хатĕр вырăнти администрацисен лидерĕсене, бизнес пĕрлĕхĕсен представителĕсене пухнă. Ĕçлĕ тĕл пулу интерактивлă форматпа иртнĕ, вăл тематика секцийĕсемпе, ĕçлĕ хутшăнусемпе кăсăклă пулнă. Калаçу патшалăхпа бизнесăн ĕçлĕ хутшăнăвне çирĕплетесси пирки пулнă.

 Форума хутшăнни Муркаш округĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта округ пуçлăхĕ ыттисен ĕçĕпе паллашни округа аталантарассинче вырăнлă пулĕ. Çак тапхăр тĕлне округра 928 пĕчĕк предпринимательство субъекчĕ ĕçлет, вăл шутра – 32 юридици сăпачĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарасси – вырăнти администрацин тĕп задачисенчен пĕри. Пĕчĕк бизнеса тĕллевлĕ ĕçлеме майсем туса пани çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, çынсене ĕçлĕ тума, регионăн экономика ÿсĕмне шайлаштарма май парать. Патшалăхпа бизнес йĕркелÿçисен ĕçлĕ хутшăнăвне çирĕплетни муниципалитетсене çĕнĕ шая хăпартма, территорие, инфраструктурăна аталантарассине хăвăртлатма пулăшать. «Унта илнĕ пĕлĕве тата практика ĕçне хамăрăн округ аталанăвĕнче, хамăр территорие бизнес валли илĕртÿллĕ тăвассинче усă курăпăр, кунта кашни çын тăван кĕтес пуласлăхне тÿпе хывма пултартăр», – çапла палăртать Алексей Николаевич.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6