Республикӑра юсакан ҫулсен тӑршшӗ 3 хут ӳсӗ

Категория: Общество Опубликовано: 24.10.2025, 09:14 Просмотров: 52

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Регионӑн Ҫул-йӗр фончӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра мӗнле пурнӑҫланнине малтанласа пӗтӗмлетнӗ.

2025 ҫулта Ҫул-йӗр фончӗн пӗтӗмӗшле укҫи-тенкин калӑпӑшӗ 9 миллиард тенкӗ ытла пулнӑ. Ҫав шутран федераци бюджетӗнчен субсиди – 1,5 миллиард тенкет яхӑн, республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ – 7,6 миллиард тенкӗ ытла. 2025 ҫулхи октябрӗн 17-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫлани 5,7 млрд тенкӗпе танлашать, ку планпа пӑхнӑ калӑпӑшӑн 63,2 проценчӗ пулать. Автомобиль ҫулӗсен регионти сетьне юсамалли калӑпӑш иртнӗ ҫулхинчен 3 хут ӳснӗ. Кӑҫал ҫул-йӗр ӗҫӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,1 миллиард тенкӗлӗх ытларах хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ. Ҫав шутра пуҫарулӑх бюджечӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кӑҫал республика бюджетӗнчен 349 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, 259 ҫул-йӗр объектне ӗҫе кӗртме палӑртнӑ. Паянхи куна 2025 ҫулхи пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗн 72,1 процентне (244 млн тенкӗ) алла илнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «НИМЕ – халӑх бюджечӗ» проектпа килӗшӳллӗн пыракан ҫул-йӗр строительствин объекчӗсене, ҫавӑн пекех обществӑлла вырӑнсенче тротуарсем тӑвассине тӗрӗслесе тӑма хушнӑ.

«Пуҫарулӑх бюджечӗ урлӑ укҫа-тенкӗ уйӑракан ҫул-йӗр проекчӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслемелле тесе шутлатӑп. Уйрӑмах Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче. Ҫавӑн пекех нумай вӑхӑт хушши юсаман тротуарсен шайне хаклани те пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн проектсем мӗнле пурнӑҫланнине, вӗсем ял-йыш кӗтнипе килӗшсе тӑнине ӑнланса илмелле. Ҫулсене тытса тӑрас ӗҫе уҫӑмлӑн планласси тата подрядчиксене ҫирӗп требованисем палӑртасси, ҫав шутра кирлӗ технологи хатӗрӗпе ҫул хӗрринчи тӑрӑха пӑхасси те, тӗп ен шутланать», – палӑртрӗ вӑл. 2025 ҫулта пӗтӗмӗшле 530 ҫухрӑм автомобиль ҫулӗсене юсама палӑртнӑ: асфальт сарни 310 ҫухрӑм, 220 ҫухрӑм тӑпраллӑ ҫулсем. Чӑваш Енре «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗ пурнӑҫланать. Ун шайӗнче Чӑваш Ен Транспорт министерстви умӗнче регион ҫулӗсен тӳпи нормативлӑ лару-тӑрура 50 процент, Шупашкар агломерацийӗнче 85,1 процент таран ӳстерес тӗллев тӑрать. Паянхи куна бюджет укҫи-тенкине алла илесси ҫапла пулса пырать:

- регион тата вырӑнти ҫулсене тытса тӑрасси тата юсасси: палӑртнӑ калӑпӑшран 67 процент;

- строительствӑпа реконструкци: пӗтӗмӗшле 37,9 процент.

Ҫавӑн пекех кӗперсене тата искусствӑлла сооруженисене тӗпрен юсас, урамсене ҫутатмалли сетьсем тӑвас тата транспорт инфратытӑмӗн хальхи технологийӗсене ӗҫе кӗртес ӗҫ пырать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6