Ытларикун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн 23-мӗш «тӳрӗ линине» ирттерчӗ. Икӗ сехет хушши регион ертӳҫи ҫынсенчен килнӗ ыйтусене тӗплӗн хуравларӗ.
Эфирта ытларах социаллӑ хӳтлӗх темисене ҫӗкленӗ – нумай ачаллӑ ҫемьесене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗрентекенсемпе инвалидсене ҫӑмӑллӑхсем парасси. Ыйтусен иккӗмӗш блокӗнче ялсене тирпей-илем кӗртессине, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сферӑна, авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫул юпписене – Шупашкарта та, федераци трассисем ҫинче те – тӑвассине халалланӑ. Палӑртмалла, кӑҫал «тӳрӗ линие» муниципалитетсенче пурӑнакансем хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсене хӑйсен округӗсенче инфратытӑм объекчӗсене туса пӗтермелли сроксем кӑсӑклантарчӗҫ. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Олег Николаев 50 ыйту ҫине хуравларӗ. Сӑмахран, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнисене регионти тӳлев парассине ӑнлантарса пачӗ. «Нумай хутчен чӗнсе каланине шута илсе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн ноябрь уйӑхӗнче Ӗҫ тата социаллӑ политика министерстви ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче аманнӑ пирӗн боецсене пӗр хутчен паракан тӳлевсем пама заявкӑсем илме тытӑнӗ.
Мӗншӗн ҫак мерӑна маларах кӗртмен? Малтанах эпир ятарлӑ ҫар операцийӗн малтанхи кунӗсенченех пулӑшу памалли майсен чи анлӑ спектрне, ҫав шутра комплекслӑ реабилитацие те, вӑя кӗртнине тӗпе хутӑмӑр. Пирӗн приоритет кашни боеца таврӑннӑ хыҫҫӑн пур енлӗн пулӑшу парасси пулчӗ. Сывлӑхӗ мӗнле пулнине пӑхмасӑр ӑна юсанма пулӑшнӑ. Чӑваш Енри сиплев учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче пирӗн ачасем реабилитаци витӗр ӑнӑҫлӑ тухса строя таврӑнаҫҫӗ е мирлӗ пурнӑҫра хӑйсене тупаҫҫӗ. Ҫав шутра "Время СВОих"программӑна та хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра тӗрлӗ степеньлӗ реабилитацие 3000 ытла ҫын тухнӑ. Пирӗн тӗллев – укҫа-тенке шеллемесӗр ҫар ҫыннисене юсанма кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтересси. Каласа хӑварам, ҫӗнӗ Указ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса суранланнӑ пур ҫынна та пырса тивет», – тесе палӑртрӗ Олег Николаев.
«Тӳрӗ линие» пурӗ 800 ытла ыйту килнӗ. Республикӑра пурӑнакансем ыйтусене пуринчен ытла влаҫ органӗсен социаллӑ сечӗсем тата интернет-ресурссем (289 ыйту) урлӑ янӑ. Ыйтусенчен чылайӑшӗ кол-центр (219) урлӑ тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн телеграм-каналне (152 ыйту) килнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, «тӳрӗ линие» килнӗ пур ыйту та ҫул-йӗр строительствипе инфратытӑм объекчӗсене, социаллӑ тивӗҫтерӗве, хула территорийӗсене тирпей-илем кӗртессине тата ЖКХ сферине пырса тивнӗ.
«Тӳрӗ лини» трансляцине «Россия 24» телеканал (ГТРК «Чувашия») эфирӗнче, «Радио России» хумӗсем ҫинче, «Олег Николаев | Чувашия» телеграм-каналта тата «ВКонтакте» социаллӑ сетьри «Чӑваш Республики» пӗрлӗхре ирттернӗ.
Август 2026 |
