Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе çитес виçĕ çулхи бюджета йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă.
2026 – 2028 çулсенчи республика бюджечĕн тупăшĕ 313,4 миллиард тенкĕпе танлашмалла. 2026 çул валли тупăш 108,2 миллиард тенкĕ планланă. Çитес çул вĕренÿ валли 34,1 миллиард тенкĕ, социаллă политика валли 22,5 миллиард тенкĕ, наци экономики валли 20,8 миллиард тенкĕ, сывлăх сыхлавĕ валли 7,1 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.
Август 2026 |
