Ăнăçлă хĕрарăмсенче – ял пуласлăхĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 13:50 Просмотров: 71

Октябрĕн 15-мĕшĕнче – Ял хĕрарăмĕсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче – А. Николаев ячĕпе хисепленекен ача-пăча библиотекинче Хĕрарăмсен Чăваш Ентит пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Объединяя усилия: местное самоуправление и успешные сельские женщины» çĕнĕ проекчĕ шайĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче хастар хĕрарăмсемпе уçă калаçу иртрĕ. Ку мероприяти çавăн пекех республикăри «Ял управçи» форум шайĕнче те пулчĕ. Асăннă форум йăлана кĕрсе пырать, вăл «Объединяя усилия» пысăк проект шайĕнче иртет.

 Мероприятие Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн Муркашри уйрăмĕн ертÿçи – округ администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова уçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, округри хĕрарăмсем округăн обществăлла ĕçĕнче те активлă. Халĕ вара вĕсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарма, хĕрарăмсен предпринимательствин пуçарулăхне, округ аталанăвне сÿтсе явма хатĕр. Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева активлă тата ăнăçлă аталанакан хĕрарăмсене шкул ачисемпе уçă калаçу ирттерме, класс сехечĕсенче тĕл пулма, хăйсем ăнăçу çулĕ çине тăнипе паллаштарма чĕнсе каларĕ.

«Чи пĕлтерĕшли – çакă чун-чĕре ыйтнипе пулса пымалла. Сирĕн çине пăхса вĕсен хăйсен те çавăн пек ÿсĕм çулĕ çине тăма пултарас, телее таçта аякра мар, хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывĕнче тупма пултарас шанăç çуралтăр», – терĕ вăл. Çавăн пекех уçă калаçу тата класс сехечĕсем наставник çулĕпе пулса пыни, кадр потенциалне йĕркелеме май пани пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

Округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлакан – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова каланă тăрăх, çĕнĕ проект муниципалитет аталанăвĕ çине, ăрусем çыхăнса ĕçлесси çине ырă витĕм кÿрет. Ачасем кайран хăйсене производствăра кăна мар, муниципалитетăн обществăлла пурнăçĕнче те тупма пултарччăр. Пĕчĕк тăван çĕршыва малашне вĕсен аталантармалла. Округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов аслă ăру никĕслесе хăварнă ĕç-хĕле, йăла-йĕркене упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлине сăмахпа кăна мар, ĕçпе те лайăх пĕлсе тăрать. Вăл хăйсен «Сурăм çăлтăрĕсем», «Одноклассники» çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынине каласа кăтартрĕ.

Муркаш округĕнчи хĕрарăмсем çамрăк ăрăва хăйсен пуçаруллă ĕçĕпе паллаштарма хатĕр. Калаçу чăннипех те уçă иртрĕ çак кун. Çырла ÿстерессипе ĕçлекен Анна Нагаева уйрăм предприниматель çĕр çинче ĕçлесе пурăнасса нихăçан та шухăшламан. Пурнăçра вара урăхларах килсе тухнă, чун-чĕре туртăмĕпе вăл çĕр ĕçĕ патнелле туртăннă. Тахçан малтан асламăшĕ çырла ÿстерессипе ĕçленĕ, çак ĕç ăсталăхĕ унăн амăшĕ Анна Александровна патне куçнă, амăшĕнчен вара – хĕрĕ патне. Халĕ хĕрĕн ачисем те çырла ÿстерес ĕç патне туртăнса пыраççĕ. «Цветы» чечек лавккин ертÿçи Ольга Бычкова та çак çулпа каясса малтан шутламан. Малтанхи вăхăтсенче вăл хăйĕн амăшне пулăшса пынă, каярах вара хăй те çак ĕçпе ĕçлеме пуçланă. Елена Михайлова учитель-логопед та хăйне хăй çуралнă тăрăхрах тупнă. Профессие те, хоббие те бизнеса куçарнă. Вăл логопед пÿлĕмне уçнă, культура программисене ертсе пырать. «Доктор с нами» медицина центрĕн ертÿçине Венера Акимовăна вара ял-йышăн «чĕри» тесе çирĕплетсех калама пулать. Вăл ертсе пынипе ялти пуçарулăх ушкăнĕ хăйсен тăван кĕтесĕнче юлашки çулсенче чылай ĕç тунă: Асăну хăми уçнă, культура вучахĕ – клуб – хута янă. Нумаях пулмасть клуба газпа ăшăтма тытăннă. Ачасене выляса савăнма спорт лаптăкĕ кирлĕ пулнă та ăна та туса лартнă. Апла пулсан çамрăк ăрăвăн унран вĕренмелли сахал мар. Телейлĕ пулмалли вырăн ниçта та йăлтах хатĕр мар, ăна вара никĕслеме кашнинех сахал мар тăрăшмалла. Çакна Муркаш тăрăхĕнчи хĕрарăмсем ĕçпе çирĕплетсе пыраççĕ. Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева каланă тăрăх, фильма пăхмалла мар, хамăрăн фильмăн геройĕ пулмалла. Унăн ячĕ вара – телейлĕ пурнăç. Муркаш округĕн хĕрарăмĕсем ачасене телейлĕ тума, ÿссе çитсен вĕсем хăйсен вырăнне пурнăçра тупма пултарччăр тесе тăрăшма хатĕр. Çапла вара Муркаш округĕн хĕрарăмĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе кирек епле пуçарулăха та пурнăçлама май пуррине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6