Турнир 12-мĕш хут иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 13:41 Просмотров: 76

Платон Павлович Давыдов «Ударник» хуçалăха 30 çул ытла ертсе пынă. Çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе ĕçлекен хуçалăх çак тапхăрта Пĕтĕм Раççейĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Кунта, паллах, ертÿçĕ тÿпи пĕлтерĕшлĕ.

Платон Давыдов хуçалăха ăнăçлă ертсе пынипе çырлахман, вăл Йÿçкасси тăрăхне аталантарассипе те тăрăшса вăй хунă. Ялсене асфальт çулсемпе çыхăнтарнă. Ку тăрăха пуринчен малтан газ пăрăх тăрăх пырса тăма пуçланă. Культура çурчĕсем çĕнĕрен çĕкленнĕ. Йÿçкасси шкулне, кунти больницăна тăвас ĕçсене те хутшăннă. Платон Давыдов обществăлла ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăннă, вăл нумай хут район депутатне, виçĕ хут республика депутатне суйланнă. Ăна «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Вăл Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ. Платон Павлович – Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Мухтавлă ентеш ятне Муркаш тăрăхĕнче асра тытаççĕ. Ун ячĕпе çулленех волейбол турнирĕ иртет. Ку енĕпе унăн çемйи пысăк пуçарулăх кăтартать. Кăçал волейбол вăййине юратакансем 12-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Турнира уçнă май Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов Платон Давыдов пултаруллă ертÿçĕ пулнине, вăл тăван тăрăха аталантарассипе пысăк ĕçсем тунине палăртрĕ. Спорт уявне Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн ташăçисемпе Анжела Крючкова уçрĕç. Паллă ентеш ывăлĕ, депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов ăмăртăва хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ. Хĕрĕ, Мускаври Метрогородок муниципалитет округĕн депутачĕ Людмила Музякова, ашшĕне асра тытнăшăн ентешсене тав турĕ. Алексей Скворцов ĕç ветеранĕ Платон Павловичпа ĕçленĕ çулсене аса илчĕ: «Вăл пирĕн хушăра 13 çул çук ĕнтĕ, апла пулин те пирĕн чĕресенче»,– терĕ вăл. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев Платон Павлович ăста ертÿçĕ çеç мар, тăрăшуллă вĕрентекен пулнине палăртрĕ. Вăл çамрăк ертÿçĕсем валли яланах вăхăт тупнине, пулăшма хатĕр пулнине каларĕ. Муркаш округĕн Хисеплĕ гражданинĕ, депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Павел Вязов хăйĕн ĕçĕпе Платон Павлович Раççей шайне çĕкленнине, вăл хастар ертÿçĕ кăна мар, чăн-чăн çын пулнине палăртрĕ. Волейбол турнирĕ çак çулсенче Атăл çи тăрăхĕнчи паллă ăмăрту пулса тăчĕ. Кăçал вăйăсене округри командăсемсĕр пуçне Йошкар-Ола, Хусан, Чулхула, Самар хулисен, Киров облаçĕн командисем хутшăнчĕç. Вăйăсем «Сывлăх», Оринин тата Муркаш шкулĕсен спорт залĕсенче иртрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6