Октябрĕн 11-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял библиотекинче çемьесен республикăри «Дружи с финансами» 2-мĕш финанс фестивалĕ иртрĕ. Унта нумай ачаллă çемьесем тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем пулчĕç.
Фестивале пухăннисене юмахри персонажсем кĕтсе илчĕç, финанс пĕлĕвне илессинче çемьесене ăнăçу сунчĕç. Фестивалехутшăнакансене Муркаш муниципалитет округадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева, ВТБ банкăн бизнеса ваккăн аталантарассин пайĕн ертÿçи Яна Димитриева тата ыттисем саламларĕç. Мероприятире 10 тематика станцийĕ ĕçлерĕ. Ачасемпе аслисем унта финанс пĕлĕвĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе паллашма пултарчĕç. Çемьесем станцисен ĕçĕсенче фестиваль укçине ĕçлесе илчĕç. Мероприяти вĕçленнĕ май вара ăна вĕсем çак фестиваль шайĕнче ĕçленĕ ярмăрккăри япаласем çине улăштарма пултарчĕç. Фестиваль усăллă тата кăсăклă иртрĕ, пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Унта хутшăнакансем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма, вăхăта хаваслă ирттерме, финанс пĕлĕвне илме, çавăн пекех ултавçăсене уйăрма тата вĕсенчен асăрханма вĕренме те пултарчĕç. Кашни команда пултарулăхпа палăрчĕ. Радецкисен çемйи пысăк тата туслă пулчĕ. Матвеевсем вара фестивальте укçа чи нумай ĕçлесе илекенсем пулчĕç, пĕрле пулсан темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме май пуррине çирĕплетрĕç. Фестивале хутшăнакансем уявпа кăмăллă юлчĕç. Мероприятие йĕркелеме Мăн Сĕнтĕр райповĕ, «Моргауши-хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество, «Сывлăх» спорт шкулĕ, округри централизациленĕ клуб системи пулăшрĕç. «Калинка» тĕслĕхри халăх ансамблĕн тата «Юные звезды» ача-пăча вокал студийĕн пултарулăх номерĕсем фестивале чăн-чăн уяв тума пулăшрĕç, хăнасене савăнтарчĕç.
Август 2026 |
