Çар ретне тăракан салтаксен çулталăкра икĕ хутчен призыв пулать: кĕркунне тата çуркунне. Çак тапхăрсем пуçланнине çĕршыв президенчĕ алă пусса çирĕплетет. Кĕрхи тапхăр, йăлана кĕнĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланать, декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать.
Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче, ытти çĕрти пекех, призыв тапхăрĕ пуçланчĕ, октябрĕн 10-мĕшĕнче призыв комиссийĕ пĕрремĕш хут пуçтарăнчĕ. Ăна Евгений Степанов çар комиссарĕ ертсе пычĕ. Эпĕ унран кĕрхи призыв тапхăрĕпе паллаштарма ыйтрăм.
– Çар ретне тăракан салтаксем çар тивĕçне Раççей территорийĕнче кăна пурнăçлаççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнмаççĕ. Ку енĕпе çемьесен те, салтака каякансен те пăшăрханма кирлĕ мар. Чикĕ леш енне контракт çырнисене кăна яраççĕ. Ун пирки пулас салтаксене ăнлантаратпăр, калаçу ирттеретпĕр, ку йăлтах хăйсен ирĕкĕпе кăна пулса пырать. Вĕсен е контракт йĕркипе, е призыв тăрăх çар тивĕçне пурнăçлама ирĕк пур. Кĕрхи призывра пирĕн комиссариат 30 яхăн çамрăка çар ретне ăсатма палăртать. Пĕтĕмлетсе каласан ку йыш вăтамран ытти çулхи пекех пулса пырать. Çак вăхăт тĕлне медицина комиссийĕсем вĕçленчĕç. Пĕрремĕш партие – сакăр çынна – çар чаçĕсене октябрĕн 22-мĕшĕнче ăсатма палăртатпăр. Паян вĕсем пирки йышăну тăватпăр, алла повестка паратпăр. Тăваттăшĕ типçĕр çар чаçне каймалла, тăваттăшĕ – ДОСААФ урлă водитель правине илнисем. Çавăн пекех связистсем, пограничниксем тата ыттисем кирлĕ пулса пыраççĕ кĕрхи призыв вăхăтĕнче. Кăçалхи призыв тапхăрĕнче пысăк улшăнусемех çук, унчченхи пекех ĕçлетпĕр. Иртнĕ çуркуннехи призыв тапхăрĕнче чĕнменнисене халĕ повестка паратпăр. Вĕсем медицина комиссийĕ витĕр тухмаççĕ, тÿрех алла повестка илеççĕ, енчен те вĕсен çуркуннеренпе сывлăх шайĕ япăхман пулсан. Пограничниксене халиччен контрактпа кăна йышăннă пулсан, халĕ призыв йĕркипе те унта яратпăр. Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Президент полкне каймалли пĕр çамрăк пур. Паллах, çак чаçсене сывлăхлă тата ытти енĕпе те тивĕçÿллĕ çамрăксене кăна яратпăр.
Çакна та палăртса хăвармалла, халĕ ДОСААФра водительсене çитес çулхи çурхи призыв валли вĕрентме яма хатĕрленетпĕр, ушкăнсем йĕркелетпĕр, – çапла пĕлтерчĕ çар комиссарĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
