Атте пулсан çемье тĕреклĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 13:29 Просмотров: 83

Октябрĕн 19-мĕшĕ Атте кунĕ пулнипе паллă, тепĕр уйăхра вара аннесене чыслăпăр. Аттесен уявĕ çамрăк-ха, анчах та унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çак куна октябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă.

Истори страницине уçса пăхсан ытлашши пулмĕ. 1910 çулхи çу кунĕнче Америкăри çамрăк пĕр хĕрарăм аттесен уявне паллă тума сĕннĕ. Унăн амăшĕ çамрăкла вилнĕ, ашшĕ Уильям Смарт хăй ĕçленĕ фермăра ултă ача пăхса ÿстернĕ, пĕри тин кăна çуралнă ача пулнă. Çак пуçарăва унта 1966 çулта кăна çирĕплетнĕ. Раççейре вара Аттесен кунне 2000-мĕш çулсенче унта-кунта паллă тума тытăннă, тепĕр виçĕ çултан – пур çĕрте те. Аттене мĕнле савăнтармалла-ха? Паллах, çĕнĕ куна ăшă сăмахран пуçланипе, сывлăхпа ăнăçу суннипе. Енчен те атте аякра пулсан, шăнкăравласа ăшă сăмах калани пачах та ытлашши пулмĕ. Пĕчĕк кăна парне те атте чунне çемçетме пултарать. Вăрттăнлăх мар, аттене çак куна тутлă кану кунĕ туса парсан тата ăна сенкер экран умĕнче киленсе выртма май парсан вăл ытларах та савăнĕ. Сăн ÿкерчĕкре эсир Москакасси тăрăхĕнчи Максим Столярова тата унăн пĕчĕк хĕр ачине Линăна куратăр. Ашшĕпе хĕрĕ пахчара тăраççĕ. Максимпа Анюта Столяровсен туслă çемйи 2018 çулта чăмăртаннă. Вĕсен çавăн пекех Артемий тата Петр ывăлсем ÿсеççĕ. Çемье пуçĕ Максим Владимирович Москакасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти кооператив техникумĕнче пĕлĕве ÿстернĕ, ун хыççăн вара куçăмсăр мелпе Шупашкарти кооператив институтĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕр райповĕнче, Муркашри почта уйрăмĕнче тăрăшнă. 2017 çултанпа вара Москакасси территорийĕнчи «Сеспель» предприятире тĕп складри операторта тăрăшать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6