Муркашсем «Пехетре» савăнтарчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 13:26 Просмотров: 62

Чăваш Республикинчи пĕрремĕш фермер агромаркечĕ «Пехет» ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Кĕске вăхăтра вăл çынсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ, вăл хула çыннисене те, республика хăнисене те килĕшме ĕлкĕрчĕ. Кунти лаптăка 8 ятарлă зонăна уйăрнă. Чăваш Енти тĕрлĕ кĕтесри фермерсем хăйсен бренчĕпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ продукци сĕнеççĕ. Продукцие туса кăларакансем – чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекенсем. Чăваш çĕрĕн пуянлăхĕ – йăлтах куç умĕнче.

 Агромаркет паха продукци сĕнет кăна мар, чăваш йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштарать, çынсен кăмăл-туйăмне те çĕклет. Çавăн пекех унта ал ĕç ăсталăхне вĕренме те, куравпа паллашма та пулать. Ку тĕлĕшпе вара кунта кашни муниципалитет хăйĕн тÿпине хывать. Çак кунсенче унта Муркаш округĕ хăйĕн культура программипе паллаштарчĕ, агромаркета килекенсене савăнтарчĕ. Унта «Расна» эстрада халăх ансамблĕ тата уйрăм юрăçсем ăсталăх кăтартрĕç. Концерт куракансен кăмăлне кайни кашни юрă-ташă вăхăтĕнчех палăрчĕ. Ентешсем вара Муркаш юрăçисене хавхалантарса тăчĕç.

«Пехет» вăл – суту-илÿ центрĕ кăна мар, «Пехет» вăл чăвашлăха упрама, хамăрăн пуянлăха, ăсталăха ыттисене те кăтартма май парать. Çакăнта чĕрĕ çыхăну питех те лайăх курăнса тăрать, ку вара кашниншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах хальхи кăткăс вăхăтра. Эсир унта пулса курнă-и? Ĕлкĕреймен пулсан Шупашкара, «Пехет» агромаркета, васкăр: тĕрлĕ тавар туянма, сутма тата курса çÿреме, хамăр продукципе, чăвашлăхпа хăпартланма.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6