Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Рыккакасси клубне газпа хутса ăшăтма пуçларĕç. Малтанхи вăхăтсенче ăна электричество конвекторĕсемпе ăшăтса тăчĕç. Анчах та вĕсем кĕске вăхăтрах юрăхсăра тухрĕç. Çĕнĕ клуба вара ĕçлеттермесĕр лартас килмест, çавăнпа та клуба хамăр туяннă электроприборсемпе ăшăтса пурăнтăмăр.
Кун пек пурăнсах çитереес çук-ха терĕмĕр, ял клубне газ кĕртме шухăшларăмăр. Ку ыйтупа Венера Акимова питĕ тăрăшрĕ. Унччен çĕнĕ клуб валли тунă проекта улăштарса Муркашри газ хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Попов пире пулăшу панипе ĕç пуçăнса кайрĕ. Чурикассинче пурăнакан Е. Янгарова тав сăмахĕ калас килет. Вăл хăйĕн ĕç хатĕрĕсемпе ĕçленĕшĕн пĕр пус та илмесĕр газ пăрăхне клуба кĕртме пулăшрĕ. Ялти хастар çынсен ушкăнĕ тăрăшнипе ăшă кĕртмелли хатĕрсене туянса янтăларăмăр. Венера Петровна тăрăшнипе документсене хатĕрлесе çитерсе вĕçне тухрăмăр – ăшă ятăмăр клуба.
Эпир, Рыккакасси ял халăхĕ, Муркаш округ администрацийĕн, ЦКС пуçлăхĕсене тата газ хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тав тăватпăр.
М. Родионова, клуб ертÿçи.
Август 2026 |
