Катькас территори пайне халĕ Светлана Макарова ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, ку ĕç уншăн çĕнĕлĕх, хăнăхма ĕлкĕреймен-ха. Çапах та «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа катькассем мĕнле ĕçленине кĕскен кăна каласа пама килĕшрĕ.
– Пирĕн территоринче кăçал 8 проект пурнăçланать, паллах, эпĕ вĕсене пурне хутшăнман, маларах вĕçленисем те, халĕ ĕç пыраканнисем те пур. Охтикассинче пурăнакансен проекчĕ шыв башни юсассипе çыхăннă, ĕçе вĕçленĕ. Çак ялти Зеленая урамра пурăнакансем автомашина çулне юсанă. Шатракассинче шыв башни çĕнетнĕ. Шомик ялĕнчи Шомик урамĕнче пурăнакансем шыв башни юсанă. Катькассем те шыв башни юсанă. Çавăн пекех шатракассисен тепĕр пысăк проект та пулнă. Вĕсем ял клубне çĕнетнĕ. Ку ĕçсем вĕçленнĕ. Эпĕ ĕçлеме тытăннăранпа ĕçсем Яракра тата Карамалькассинче пыраççĕ. Яракра шыв пăрăхĕн çыхăнăвне тата артезиан скважинине юсаса пĕтермелле. Карамалькассисен шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсассине вĕçлемелле. Катькас тăрăхĕнче активлă çынсем пурăнаççĕ, вĕсем ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, пуçаруллă. 2026 çулта та пирĕн патри çынсем «Ниме – Халăх бюджечĕ» хутшăнасшăн. Ку программăпа ĕçлени усăллă пулнине вĕсем ăнланаççĕ. Çитес çул тума палăртнă ĕçсене ялсенче çынсемпе пăхса тухнă, пухусем ирттернĕ, вĕсен шухăшне шута илнĕ. Çавăн пекех проектсемшĕн сасăлама та пирĕн патри çынсем активлă хутшăнчĕç. Конкурс комиссийĕ пирĕн проектсене ырласа йышăнсан çитес çул та пирĕн территоринче ку программăпа 8 проект пулмалла. Вĕсем çаксем: Шатракассинче спорт площадки йĕркелесшĕн, Карамалькассинче çул юсасшăн, Чурикассинче те çул юсамалла, тепĕр проект та Чурикассинче – шыв башни юсаса çĕнетмелле, Шомикра автомобиль çулне йĕркене кĕртмелле, Шомикра çакăн йышши тепĕр проектпа та ĕçлемелле, Калайкассинче шыв башни çĕнетмелле, Карамалькассинче çул такăрлатмалла. Çак проектсем пурнăçлансан пирĕн тăрăхри çынсен пурнăç условийĕ татах та ытларах лайăхланĕ, – терĕ Светлана Макарова.
Август 2026 |
