Ÿсĕрле руль умне ларнă

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 11:17 Просмотров: 58

Муркаш район сучĕ Муркаш районĕнче пурăнакан 38 çулхи çын айăплă пулнине çирĕплетнĕ. Вăл РФ УК 264.1 статьян 1 пайĕнче палăртнă йĕркене (управление автомобилем лицом, находящимся в состоянии опьянения, подвергнутым административному наказанию за управление транспортным средством в состоянии опьянения) пăснă.

Çакна тупса палăртнă. Арçынна маларах та административлă яваплăха кĕртнĕ. Ун чухне вăл руль умне ÿсĕрле ларнă, ăна водитель правинчен хăтарнă. Июнĕн 28-мĕшĕнче вăл кăнтăрлахи вăхăтра «Лада ВАЗ-2140» автомашина рулĕ умне каллех ÿсĕрле ларнă. Çак водителе, Йÿçкасси ялĕнче пыраканскерне, урам хушшинче ăна округри ГАИ сотрудникĕсем асăрханă. Иккĕленÿллĕ курăннăран сотрудниксем ăна тытса чарнă, ÿсĕр пулнине палăртма медицина тĕрĕслевĕ ирттерме сĕннĕ, анчах та вăл хирĕçленĕ. Суд айăплă çынна транспорт правинчен пĕр çулталăк çурăлăх хăтарнă тата 240 сехет ятарлă ĕçе явăçтарма йышăннă. Прокуратура требованийĕпе судайăплă çыннăн харпăрлăхĕнчи автомашинăна патшалăх шутне конфискациленĕ. Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6