Ялсенче шыв кĕртеççĕ, пĕве тасатаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 11:13 Просмотров: 82

«Эпир хамăрăн республикăна пурте хăтлă тата чечекленекен регион пек курасшăн. Çак ĕçе вара пĕрле пулсан кăна тума пулать. Ăнăçлă мелсенчен пĕри – пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнни», – çапла палăртнăччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев проект пуçланнă чухне.

«Ниме – Халăх бюджечĕ» программа вырăнти пурнăç условине лайăхлатма май панине тĕрлĕ ĕçпе çирĕплетме пулать. Чуманкасси территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Светлана Кузьмина каланă тăрăх, çак территоринчи çынсем Николай Белов пуçлăх ертсе пынипе çулсеренех асăннă программăна хутшăнма тăрăшаççĕ. Унпа усă курса ял пĕвисене тасатса пуçĕсене çирĕплетеççĕ, çулсене вак чул сарса юсаççĕ тата ытти ĕç тăваççĕ. 2023 çулта Çĕньял Апашра А. Кузьмин урамĕнчи çула юсанă, Шарпашра пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатнă. 2024 çулта Чуманкасси территори пайĕ пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса 4 проект пурнăçлама пултарнă. Çаксем пурте ял пĕвисене тасатассипе çыхăннă: пĕрремĕшĕ – Чуманкассинче, иккĕмĕшĕ – Якаткассинче, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕ – Исетерккĕре. Кăçал вара Исетерккĕ тата Анаткас Апаш ялĕсенче пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле. Халĕ Исетерккĕри виçĕ урамра ĕçсем пыраççĕ. Пĕртăван Алексеевсен урамĕнче, Çĕнтерĕве 30 çул урамра тата Çамрăксен урамĕнче шыв пăрăхĕ хурассипе тата унта бетон çаврăмсем хурассипе ĕçсем пыраççĕ. Материала вăхăтра кÿрсе килейменрен ĕçсем кăшт тăсăлнă. Емельянов урамĕнчи проекта вĕçленĕ, çынсем хуçалăхсене те шыв кĕртнĕ. Анаткас Апашра çитес кунсенче ĕç пуçланмалла. Халĕ унта шыв башнин капиталлă юсавĕ пырать. Çак башньăран çынсене шывпа тивĕçтермелле. Светлана Кузьмина каланă тăрăх, Чуманкасси тăрăхĕнче пурăнакансем çитес çул та «Ниме –Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнасшăн. Отарккă ялĕнчи Анисимов урамĕнчи пĕвене тасатассипе икĕ проект пулмалла. Вăл пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе кирлĕ, лаптăкĕ 1 га ытла. Çак ĕçсем пирки çынсемпе пуху ирттернĕ, вĕсене ку ыйтупа паллаштарнă. Çынсенчен нумайăшĕ çак проектсене пурнăçласшăн. Проектшăн 140 çын е кунта пурăнакансен 36 проценчĕ патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕн информаци системи урлă сасăланă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6