«Пушкин картти» пирки

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 11:00 Просмотров: 58

2026 ҫулхи январĕн 1-мӗшӗнчен «Пушкин карттин» операторӗ улшӑнать.

Программа 14 – 22 ҫулсенчи ҫамрӑксем валли малалла ӗҫлӗ, культура мероприятийӗсене валли билет туянма май парӗ. Пӗр тикӗссӗн куҫассине тивӗҫтерес тата программӑна кӗмелли майсене сыхласа хӑварас тесе "Пушкин карттипе" усӑ куракансем ӑна ВТБ-ра кӑларма халех заявлени пама пултараҫҫӗ.

Ҫакна икӗ мелпе тума пулать:

2025 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗччен:

  • «Госуслуги Культура» приложенире.
  • Почта Банк приложенире.
  • ВТБ тата Почта Банк клиент центрӗсенче (адресӗсене официаллӑ сайтсенче тупма пулать).

2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен:

  • «Госуслуги Культура» приложенире.
  • «ВТБ Онлайн» приложенире (ВТБ клиенчӗсем валли).

Почта Банк маларах кӑларнӑ карттӑсем 2025 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Паянхи куна программӑна республикӑри 99 культура учрежденийӗ, ҫав шутра 92 патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗ, ҫавӑн пекех 7 уйрӑм ҫын хутшӑнать. 2024 ҫулта вӗсем 405 пин ытла билет 161 млн ытла тенкӗлӗх сутнӑ. 2025 ҫул пуҫланнӑранпа 180 пин ытла билет 82 млн ытла тенкӗлӗх сутнӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем чи килӗштернисем театрсем, вӗсем хыҫҫӑн кинотеатрсемпе культура керменӗсем пулаҫҫӗ. Культура мероприятийӗсемпе тивӗҫтерме аякри округсене тухса ҫӳрекен концертсемпе спектакльсем йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑри профессиллӗ коллективсем 582 ҫакнашкал мероприяти ирттернӗ, 59 пин ытла куракан пухнӑ. Программӑна сарас ӗҫре Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Культура хутлӑхӗ» проекчӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ун шайӗнче патшалӑхӑн 12 культура учрежденийӗ муниципалитетсене гастрольпе тӑтӑшах тухса ҫӳрет.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6