Чăваш Республикинчи пекех, пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕрлехи информаци кунне ирттерсе умра тăракан ыйтусене вырăнти халăхпа, округ ертÿçисемпе, республика представителĕсемпе сÿтсе явасси ырă йăлана кĕчĕ. Ăна хамăр тăрăхра пурăнакансем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан пыма вырăнти влаç халăхпа тачă хутшăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă кашни информаци кунĕнчех куç умне туллин тухать. Ку хутĕнче те вăл айккинче юлмарĕ.
Черетлĕ информаци кунĕ ку хутĕнче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн округа ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕн çумĕ Александр Кирьянов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Малтанах вĕсем округ администрацийĕнче граждансене йышăнчĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине конкретлă хуравсем пачĕç. Кун хыççăн вĕсем ĕçлĕ тĕл пулупа «Сывлăх» спорт шкулĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç, тренерсемпе тĕл пулчĕç. Информаци кунне хутшăнакансене кăçалхи кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников паллаштарчĕ. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен тăрăшулăхĕпе округра кăçал пĕтĕмпе 44 пин тонна тырă-пулă пухса кĕтнĕ. Унăн гектар пуçне тивекен вăтам тухăçĕ 32,5 центнерпа, çĕр улмин – 220 центнерпа, пахча çимĕçĕн 400 центнерпа танлашать. Уйрăмах пысăк тухăç «Ударник», «Бездна», «Герой», «Свобода», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче. Вĕсемпе пĕрлех В. Федоров, А. Пихтеров, А. Трепнев хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те вăтам тухăç 35 центнертан иртнĕ. Спорт шкулĕнчи калаçу, тĕпрен илсен, республикăра сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртесси, çамрăксем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсне аталантарасси пирки пулчĕ. Кунта спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов Пĕтĕм тĕнчери наци спорт тĕсĕсен 2-мĕш вăййинче муркашсем те ырăпа палăрнине каласа пачĕ. Асăннă спорт шкулĕн тренерĕ Валерий Кузнецов чăвашсен «Кĕрешÿ» наци спорт тĕсĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă. Муркашсен спорт аталанăвĕпе паллашнă хыççăн Александр Кирьянов республикăра физкультурăпа спорта аталантарасси тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Ку енĕпе малашне ĕçлес тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Информаци ушкăнĕ хăйĕн ĕçне Муркашри çĕнетнĕ Культура çуртĕнче централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсемпе тĕл пулнипе вĕçлерĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
