2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси ÿсет. Кун пирки Раççей Ĕç министерствинче пĕлтернĕ.
Ватлăхпа паракан страхланă пенсие 7,6 процент ÿстереççĕ. Ку кăтарту инфляцирен пысăкрах пулать. Ватлăхпа паракан вăтам пенси виçи 27,1 пин тенкĕне çити ÿсет. Çапла вара пенси 2 пин тенкĕне яхăн пысăкланать.
«Известия».
Август 2026 |
