Нумай çын сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.10.2025, 10:35 Просмотров: 61

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне – утăм» проекта çынсем пысăк кăмăлпа йышăнчĕç.

Унăн тĕллевĕ – медицинăна халăхпа çывăхлатасси. Темиçе уйăх хушши ялсемпе хуласенче куçса çÿрекен «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлерĕç. Кунта пынă кашни çын экспресс-тĕрĕслев витĕр тухма пултарчĕ. Юн пусăмне виçрĕç, ЭКГ, флюорографи, маммографи турĕç, тухтăрпа канашларĕç. Пĕтĕмпе 69917 çын хăй сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ. 25 проценчĕн юн пусăмĕ, 22,9 проценчĕн холестерин, 12,6 проценчĕн юнри сахăр виçи пысăккине палăртнă. 40,7 проценчĕн кĕлетке йывăрăшĕ нормăран ытларах. 22 пин ытла пациента сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме направлени пачĕç. Нумайăшĕнне пуçласа гипертони, сахăр диабечĕ, онкологи чирĕсене тупса палăртрĕç. Проект пулăшнипе 1570 çын диагноз вăхăтра пĕлме пултарчĕ. Çитес çу кунĕсенче «Сывлăх патне – утăм» проект малалла ĕçлеме пуçлать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6