Хĕлле лайăх упранĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 14:21 Просмотров: 84

Çанталăк условийĕсене кура кăçал килти хушма хуçалăхра кишĕр ăнса пулчĕ. Савăнмалла пек. Анчах ял çыннисем пĕлтĕр асăннă тымар çимĕç хĕлле тĕп сакайĕнчех нумай çĕрсе юрăхсăра тухни пирки калаççĕ. Кăçал та çапла ан пултăр тесен кишĕр упранă чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмаллипе кăсăкланаççĕ.

Вĕсен ыйтăвне ăнланма пулать. Çĕр ĕç специалисчĕсем çакна палăртаççĕ: тымар çимĕç хĕлле лайăх упрантăр тесен çуркунне вăрлăха тĕрĕс имçамласа акмалла. Çакă сире паян çитес çулхи асăрхаттару вырăнне пултăр. Çуркунне кишĕр акмалли лаптăка фосфор тата кали удобренийĕсене технологие пăхăнса хывни çимĕçе çирĕп хĕл каçма тата çуркунне чылайччен упранма пулăшать. Ку асăрхаттарăва та малашлăхра асрах тытăр. Килти хушма хуçалăх хуçисемшĕн вара паян нÿхрепе хунă пахча çимĕçе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси тĕп ыйту пулса тăрать. Çавăнпа та манăн кунта ытти кил хуçисем парктикăра тĕрĕсленĕ, эпĕ хам та нумай сăнанă хăйне евĕр хурав пур. Ăна валли çакна пĕлмелле: тĕп сакайĕнче е нÿхрепре ытлашши ăшă пулсан, кишĕр вăхăтсăр сиенленме тата хăвăрт юрăхсăра тухма пултарать. Çапла ан пултăр, çу каçа тăрăшни кĕске вăхăтра сая ан кайтăр тесен, упрама хунă кишĕре кил хуçин тăтăшах сăнаса тăмалла. Япăхма пуçланă çимĕçсене çийĕнчех уйăрса илмелле. Ахальлĕн кишĕр кĕске вăхăтрах йышлăн çĕрме пуçлĕ. Кĕркунне йăран çинчен кăларсан кил хуçи кишĕре уçă сывлăшра кăштах кушăхтарчĕ пулсан, вăл хĕл каçа тĕп сакайĕнче те, нÿхрепре те аван упранма пултарать. Куратăр пулĕ, манăн меслет кăткăс мар, анчах унăн усси – куç кĕрет. Тен хаçат вулакансен пахча çимĕç тĕрĕс-тĕкел упрассипе хăйсем сăнанă-тĕрĕсленĕ сĕнÿсем пур – пĕлтерсен пуриншĕн те усăллă пулĕччĕ.

Алексей СЕМЕНОВ, агроном

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6