Садри ĕçсем

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 14:18 Просмотров: 62

Юпа уйăхĕ хăй уттипе пырать. Ял çыннине вăл сивĕ хĕл кунĕсене хатĕрленме ыйтать. Паян вара сивĕпе ăшă выляса тăни – çанталăк сивĕ хĕле кĕтнине систерекен паллă. Хĕл сиввисемччен вăхăт пур-ха. Сивĕсем вăй иличчен ялта килти хушма хуçалăх тытаканăн пахчара юлнă ĕçсене тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухмалла.

Малашлăхпа пурăнакансем чÿк уйăхне кĕриччен е унăн малтанхи кунĕсенче пулакан сивех мар, анчах типĕ кунсенче улма-çырла йывăççисен вуллисене шуратаççĕ. Малтанхи сивĕсем çитсенех винограда хĕл каçарма вырнаçтараççĕ. Çулçăсем тăкăнса пĕтсенех кил хуçин пахчара вĕсене шăлса тасатассипе ĕçлемелле. Сад-пахча хĕле таса та тирпейлĕ кĕтĕр, шăшисене ан астартăр. Ĕлкĕрмен пулсан çĕр улми пуссине сухалаттарма та кая юлман. Сухалаттарнă çĕр тарăнрах шăнать, ытларах нÿрĕк тытса хăварать. Ку вăл – çитес çулхи тухăçшăн. Кунпа пĕрлех кĕрхи ыхра шутра пулни ял çыннишĕн вăрттăнлăх пулманран ăна лартса хăварассине те ан манăр.

А. ШАРИКОВ. Тереç ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6