Улмуççисене хĕле хатĕрлесси

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 14:14 Просмотров: 86

Малтанхи сивĕсем çитнĕ май кашни сад-пахча та паян кил хуçинчен хăй тĕлĕшпе тимлĕх ыйтать. Уйрăмах – улмуççисем. Вĕсен ÿссе кайнă тураттисене касса кĕскетесси пахчаçăн çак вăхăтри пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пулса тăрать.

Тĕрĕссипе ăна çуркунне те туса ирттерме пулать, анчах сад-пахча кил хуçи пурăнакан вырăнтан инçетре мар чухне. Пурнăçри практикăра вара нумай сад хуçи хулара пурăнать. Вĕсене хăйсен пахчисене хĕлле е çуркунне шыв кайма пуçласанах çитсе килме пĕртте çăмăл мар. Мĕнле пулмалла-ха кун пек чухне?

Ăста пахчаçăсем улмуççисен тураттисене кĕркунне касаççĕиртеççĕ. Ку ĕçе ир пурнăçлани те вырăнлă маррине, каярах юлнин усси те сахаллине пĕлеççĕ вĕсем. Палăртса хăваратăп, улмуççи тураттисене иртес-кĕскетес ĕçсене çирĕп сивĕсем пуçланиччен икĕ эрне маларах пурнăçлани вырăнлă шутланать. Кун пек чухне вĕсен каснă вырăнĕсем хĕле кĕриччен ÿт илме ĕлкĕреççĕ. Тепĕр асăрхаттару, сывă та çирĕп улмуççисен тураттисене çеç хĕле кĕриччен касма-иртме юрать. Чирлĕ, сăтăрçăсем сиенленĕ тата çамрăк туратсене тĕкĕнмесен лайăхрах. Кунашкал улмуççисем çинчен кĕркунне хăрнă тата хуçăлнă туратсене çеç касса илме юрать.

Хăш вăхăтра касмалла ? Туратсене касса иртессине улмуççин çулçисем çуррине яхăн тăкăнсан пурнăçлама юрать. Çак вăхăтра улмуççи биологи ыйхин тапхăрне куçать, майĕпен хĕл ыйхине путать. Улмуççи тураттисене касассине паян ирттерме юрать. Сивĕрех климатлă вырăнсенче – хĕл пуçланнă май. Ку ĕçе ăста пахчаçăсем региона кура тата çут çанталăк условийĕсене пăхса чÿк уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче вĕçлеме тăрăшаççĕ. Туратсене типĕ те уяр çанталăкра касмалла. Касиччен 2 талăк тата каснă хыççăн тепĕр икĕ талăк çумăрсăр çанталăк пулни аван шутланать. Асăннă ĕçе кăнтăрла, сывлăм типсен пурнăçлани вырăнлă. Малтанах улмуççисен çуллахи сорчĕсене касса кĕскетни лайăх. Тепĕр эрнерен – кĕрхи сортсене. Улмуççисен хĕллехи сорчĕсене пуринчен те кайран касаççĕ. Манмалли çук, сыпнă улмуççисене касассине сыпманнисенчен каярах юлса пурнăçлаççĕ.

Касмалли меллĕ кунсем

Улмуççи тураттисене касассине уйăх календарĕпе меллĕ кунсенче ирттермелле.

Юпа уйăхĕнчи касмалли кунсем – 5, 9, 15, 18, 20, 24, 26, 29.

Юрăхсăр кун – 7.

Чÿк уйăхĕнчи касмалли кунсем – 2, 3, 7, 12, 13, 16, 20, 26, 27, 30.

Юрăхсăр кунсем – 4, 8.

Касмалли вăхăтсем

Тĕп регионта, Мускав çывăхĕнче тата вăтам тăрăхра улмуççисене юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен касма юрать.

Ĕç хатĕрĕсем

Туратсене касма секатор, сад хаччи, туратсем иртмелли кирлĕ. Вĕсен питĕ çивĕч пулмалла. Ĕçе пуçăниччен вĕсене дезинфекцилеме ан манăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6