Вырма вĕçленнĕ май ял хуçалăхĕнчи чи хĕрÿ ĕç тапхăрĕ лăпланса пырать. Тырă-пулăна çухатусемсĕр пухса кĕртни, кĕрхи культурăсене вăхăтра тата çителĕклĕ акса çитес çул тухăçне хывса хăварни – Муркаш муниципалитет округĕн ĕç никĕсĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май муркашсем тĕрлĕ шайри хăнасене йышăнма та хатĕр. Аслă çулсенчи ветерансен тăрăшулăхне курса вăтам çулсенчи вăйпитти çынсем те, çамрăксем те хамăр округ аталанăвне ытлă-çитлĕ тÿпе хываççĕ. Халĕ каланине иртнĕ шăматкунхи пулăм та çирĕплетет
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче автоçулсем çинче мотоциклпа çÿреме юратакан 127 арçын (республикăри байкерсем) çуллахи сезона хупса Шупашкартан Муркаш муниципалитет округне çул тытнă. Байкерсене çула кăларассишĕн Чăваш Республикинчи патшалăх автоинспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марат Михайлов яваплă пулнă. Мотоциклпа çÿреме юратакансен тĕп тĕллевĕнче çул-йĕр правилисене тата хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси, ăна ыттисене кăтартасси, хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе профилактика ирттересси тăнă. Муркаш муниципалитет округĕнче мотоциклпа çул çÿрекенсене хамăр округ чиккинче эсир сăн ÿкерчĕкре куракан вырăнти байкерсем (вĕсен ертÿçи Сергей Васильев) кĕтсе илнĕ. Чăваш Республикинчи мотоциклистсен канашĕ хăйсене ăшшăн кĕтсе илнишĕн Муркаш округĕнчи мотоклуба хăйĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Пирĕн ентешсем хăнасене вĕри чейпе хăналанă. Ун хыççăн 127 мотоциклтан тăракан техника колонни Москакасси витĕр тухса Каршлăха çул тытнă. Байкерсене вырăна çитсен Мăн Сĕнтĕрти Александр Невский ячĕллĕ мăнастир настоятелĕ Мануил игумен кĕтсе илнĕ. Байкерсем ăна пуç тайса çветтуй çулăм илсе çÿремелли лампадăна парнеленĕ. Кун хыççăн вĕсем кăмăлпах мăнастир историйĕпе, унăн пурнăçĕпе паллашнă.
– Эсир çул çине саккунсене пăхăнса тухни тата ыттисенчен те çавнах ыйтни çул çинчи хăрушлăха чакарма пулăшасса ĕненес килет, – тенĕ байкерсене кĕтсе илсе саламланă тата ырă суннă май Мануил игумен. Тĕл пулу вĕçĕнче байкерсем таса çăл куç шывне кĕрсе тухнă. Вĕсем пирĕн тăрăха килсе кайни Муркашри мотоциклистсемшĕн (сăн ÿкерчĕкре) нумайлăха асра юлĕ.
Анатолий ПЕТРОВ.
Август 2026 |
