Ял аталанăвĕшĕн хăйсене тĕслĕхре тытаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 14:02 Просмотров: 65

Иртнĕ вырсарникун, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Раççейре пурăнакансем Вĕрентекен кунне паллă турĕç. Муркашсем те нихăш çул та çак ырă ĕçрен катара юлмаççĕ. Муниципалитет округĕнчи вĕрентекенсемпе воспитательсем хăйсен професси уявне паллă тума, ĕçре палăрнисене чыслама кăçал иртнĕ кĕçнерникун, юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Муркашри вăтам шкулăн актовăй залне пухăнчĕç.

Кăçалхи вĕренÿ çулне муниципалитет округĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 18 шкулпа ача сачĕсем 11 тата шкул çулне çитмен ачасен 8 ушкăнĕ 6 шкулта пуçларĕç. Вĕренекенсен хисепне илсен, вĕренÿ учрежденийĕсенче 2792 шкул ачи тата шкул çулне çитмен 775 ача ăс пухать. Вĕренекенсен хисепĕ чакать пулсан та, муниципалитет округĕ шкулсемпе ача сачĕсене вĕренÿ çулне хатĕрлессипе çанă тавăрсах тăрăшать. Шкулсемпе ача сачĕсене черетлĕ вĕренÿ çулне пуçлама вырăнти бюджетран пĕтĕмпе 30 миллион тенкĕне яхăн уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе усă курса нумай çĕрте чÿречесене улăштарнă, апат-çимĕç блокĕсене тата вĕренÿ пÿлĕмĕсемпе музейсене юсанă, тĕрĕслесе тăракан органсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçланă.

Юлашки 5 çулта «Солнышко» ача садне 18,7 млн тенкĕ хывса тĕпрен юсанă. Вăл шутра: республика бюджетĕнчен – 17,3 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1,4 млн тенкĕ. Асăннă тапхăрта 2 шкулта юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 2 шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Юсав ĕçĕсем çулленех пысăк укçа-тенкĕ ыйтаççĕ. 2021 çулта Мăн Сĕнтĕрте В. А. Верендеев ячĕллĕ вăтам шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 29,9 млн тенкĕ кайнă. 2023 çулта Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул территорине хăт кĕртме 22,053 млн тенкĕ (вăл шутра республика бюджетĕнчен – 27,8 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран – 2,09 млн тенкĕ) уйăрнă. 2024 çулта Çатракассинчи вăтам шкул территорине 16,5 млн тенкĕлĕх хăт кĕртнĕ. Шкулсене юсаса пырасси нихăш çул та иккĕмĕш вырăна юлмасть. Çапла вара кăçал Ярапайкассинчи Совет Союзĕн Геройĕ И. Г. Мешаков ячĕллĕ шкулта капиталлă юсав ĕçĕсене 92,7 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Хальхи вăхăтра Москакассинче 160 ача вырнаçмалăх «Колокольчик» ача сачĕ туса пĕтерессипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Шкул çулне çитмен ачасен профориентацине иртерех пуçăнас тĕллевпе 11 ача садĕнче тата шкул çулне çитмен ачасен икĕ ушкăнĕнче агролабораторисем уçрăмăр. Вĕсем валли пĕтĕмпе 417,4 пин тенкĕ уйăрнă. Кашни агролаборатори çумне округ территорийĕнчи агропромышленность кооперативне çирĕплетрĕмĕр. Асăннă проекта шкул çулне çитмен 421 ачана явăçтартăмăр. Юлашки 5 çулта 11 шкулта малашлăха пăхса «Точки роста» вĕренÿ центрĕсем уçнă. Вĕсем – Калайкасси, Çатракасси, Муркаш, Москакасси, Чуманкасси, Ярапайкасси, Ильинка, Оринин, Нискасси, Турай, Юнкă шкулĕсенче. 2020 – 2025 çулсенче шкулсенчи кивелнĕ 17 автобуса çĕннисемпе улăштарнă. Черетлĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул та çĕнĕ автобуслă пулчĕ. Шкул автобусĕсене «Умный школьный автобус» пĕрлехи системăпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкула кунсерен 76 ялти 826 ачана 24 автобуспа турттаратпăр. Пур техника хатĕрĕ çине те спутник навигацийĕ вырнаçтарнă, вĕсене ГЛОНАССпа çыхăнтарнă, пурин çине те тахографсем тата çутă маячокĕсем вырнаçтарнă, водительсен индивидуаллă çул çÿрев карттисем пур.

2025 – 2026 вĕренÿ çулĕнче шкулсем хăйсен ĕçне вĕренÿ пахалăхĕ çине ытларах уйăрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче паянхи пурнăç ыйтакан вĕренÿ программисене ĕçе кĕртесси малалла пырĕ. Вĕсем цифра технологийĕсемпе усă курса вĕренÿ пахалăхне лайăхлатассипе, паянхи обществăпа экономика аталанăвĕн йĕркелĕвĕпе çыхăнĕç. 2025 çулта 9-мĕш класран вĕренсе тухакан 113 ача пĕрлехи патшалăх аттестацине тытрĕ. Вĕсенчен 308-шĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса тĕп пĕлÿ аттестачĕсене алла илчĕ. 11 класра вĕреннĕ 130 яшпа хĕр пурте пĕрлехи патшалăх экзаменне ăнăçлă тытса алла аттестатсем илчĕç. Юлашки 3 çул хушшинче пирĕн округри шкулсенчен вĕренсе тухакансем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе чи пысăк балл (100) тивĕçнисем те пĕрре мар пулчĕç. Вĕсем: Юнкăри С. М. Михайлов ячĕллĕ вăтам шкулти пĕр вĕренекен – обществознанипе, Калайкассинчи А. Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекен – химипе, Ильинкăри вăтам шкулти вĕренекен – физикăпа. 2025 çулта шкултан вĕренсе тухакан 36 яшпа хĕр вĕренĕве медальсемпе вĕçлерĕç: 1-мĕш степеньлĕ «Вĕренÿре уйрăм тăрăшулăх кăтартнăшăн» медале 11 класран тухакан 20 выпускник, 2-мĕш степеньлĕ медале 16 выпускник тивĕçрĕ. Шкул çулне çитмен ачасемпе кăçал 97 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 83-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Палăртмалла, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ – 47,7 çул. Вĕсем хушшинче 35 çул стажлă педагогсем 9 çын пулсан (9,2 процент), 3 çулчченхи стажлисем – 2,1 процент. Шкулсенче паянхи куна пĕтĕмпе 355 педагог вăй хурать. Вĕсенчен 318-шĕ – учительсем. Шкулсенче 35 çулчченхи вĕрентекенсем – 7,9 процент. Виçĕ çулчченхи ĕç стажлисем – 3,1 процент. Кăçал округри шкулсене пурĕ 6 çамрăк учитель ĕçлеме килчĕ. Муниципалитет округĕнче педагогсен професси ăсталăхне аталантарма пур услови те çителĕклĕ. Çак тĕллевпе тăтăшах фестивальсем иртеççĕ, педагогсем професси конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул вĕсен йышĕнче Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Ильинкăри, Калайкассинчи, Çатракассинчи, Чуманкассинчи тата Шурчари шкул вĕрентекенĕсем активлă пулчĕç. 2024 çулта Ярапайкассинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алевтина Геннадьевна Димитриева республикăра ирттернĕ «Тăван чĕлхен чи лайăх учителĕ» конкурс лауреачĕ пулса тăчĕ. 2025 çулта педагогика ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн Муркашри вăтам шкул вĕрентекенĕ Елена Ефанова Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçме пултарчĕ. Çакна кура ытти вĕрентекен те пĕр вырăнта тăмасть. Юлашки 5 çулта тĕрлĕ грант конкурсĕсене хутшăнса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем вĕрентÿ сферинчи проектсене реализацилеме тата инновацисене аталантарма 3442,8 пин тенкĕне тивĕçрĕç. Кăçал Ильинкăри вăтам шкул ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕсен пуçарулăх конкурсне хутшăнса 822, 8 пин тенкĕ укçана тивĕçрĕ. Кунпа пĕрлех кăçал «Кадрсем», «Çемье», «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕсем старт илчĕç. Вĕренÿ организацийĕсем, муниципалитет округĕнчи педагогика пĕрлешĕвĕсем наци проекчĕсене пурнăçлама патшалăхăн экономикăпа социаллă аталанăвне малалла та тÿпе хывма активлă хутшăнасса шанас килет.

Зоя ДИПЛОМАТОВА, муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6