Хаçат редакцине çакăн пек çыру килчĕ. «Пасар территорине тирпейлемелле. Пĕр тунтикун пасар витĕр тухнă чухне çăкăр лавккинчен иртсен такăнса ÿкрĕм. Утмалли вырăн тикĕс мартан пăхсах утрăм-ха. Питĕ хытă ÿксе сусăрăнтăм, сумкăри кантăк кĕленче те катăлса кайрĕ, мана виçĕ хĕрарăм тăма пулăшрĕç. Ларса лăпланнă хыççăн пасар бухгалтерине кайрăм. «Мĕншĕн тирпейлеместĕр, юлашки вунă çул хушшинче кунта ним тирпейленине те курман», – терĕм. Вĕсем вара ăна валли укçа çуккине пĕлтерчĕç. Ăçта каять-ха аренда укçи, мĕн чухлĕ пухăнать-ха вăл? Кун пек пасар пачах та килĕшÿсĕр. Килте çитĕнтернĕ çимĕç, чечек таврашĕ сутакансене пăхăр-ха тата. Çынсем вĕсене çĕре сарса хунă та сутса лараççĕ. Нивушлĕ йĕркеллĕ пасар туса çитерме май çук, ăçта пур-ши кун пек пасар хальхи вăхăтра? Çитес вăхăтра пасар территорине йĕркене кĕртессипе мĕн тума шутлаççĕ округра?»
Çырăва Муркаш округ администрацине çитертĕм. Çыру çине «Рынок «Моргаушский» чикĕллĕ яваплăхлă общество хурав пачĕ. Унта çапла пĕлтернĕ:
– Юлашки вунă çулта пасарта çакăн пек ĕçсем туса ирттернĕ: пасар çуртне обшивка тунă, çутăсене улăштарнă, видеосăнав вырнаçтарнă, пĕлтерÿ системине тата пушар хăрушсăрлăх системине улăштарнă, алăксемпе кантăксене çĕнетнĕ, вентиляци трубисене юсанă, çавăн пекех пристроя оборудованиленĕ, çĕнĕ аш-пăш павильонĕ хута янă, тĕп павильонта косметика юсавĕ ирттернĕ, урайсене улăштарнă, çĕнĕ обществăлла туалет тунă тата ытти те. Çитес вăхăтсенче урам территорине хăтлăх кĕртме палăртатпăр. Ял хуçалăх продукцине сутакан вырăн пирки çакна пĕлтеретпĕр. Вăл территорие пасар кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен сезонлă ярмăрккă ирттерме уйăрнă. Сутлăх валли оборудованиллĕ вырăнсем Муркаш пасарĕн территорийĕнче.
Çырăва «Рынок «Моргаушский» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Л. Павлова алă пусса çирĕплетнĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
