Муркашри тĕп библиотека системин фончĕ ырă çынсем парне кÿнĕ паха кĕнекесемпе пуянланчĕ. Августа Васильевна тата Иосиф Федорович Олан- гинсем Шомик ялĕнче пурăнаççĕ, вĕсем – «вăрçă ачисем». Ырă кăмăллă çынсем Шомик ял библиотекине 515 экземпляр кĕнеке парнелерĕç. Çак кĕнеке пуххинче тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем: энциклопеди, справочник, илемлĕ литература (чăваш, вырăс, чикĕ леш енчи).
Вĕсем кĕнеке парнеленисĕр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи фотолаборатори экспоначĕсем те библиотекăшăн питĕ паха пулчĕç. Олангинсен йăхĕнчи паттăр çынсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассине пысăк тÿпе хывнă. Олангинсем хăйсен кĕнеке пуххин парнине тăванĕсене – Федор Ивановича, Николай Ивановича, Василий Ивановича, Павел Романовича, Георгий Ефимовоич Ельмешкина халалланă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастаррăн çапăçнă. Светлана Павловнăпа Ардальон Егорович Егоровсем тата Тамара Георгиевна Терентьева та библиотекăна пысăк парне турĕç. Çавăн пекех библиотека фондне Шупашкар хулинче пурăнакансем «Межрегиональный книжный центр Поволжья» проект шайĕнче пухнă кĕнекесем те пуянлатрĕç. Шупашкар хулинче «Книги для сельских библиотек» ятарлă будкăра пухăннă тĕрлĕ тематикăллă 4 пине яхăн кĕнеке вулавçăсемшĕн питĕ паха пулĕ. Ку проект Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçланать. Илемлĕ литература, ача-пăча кĕнекисем, справочниксем тата ытти кĕнеке Муркаш библиотекисемшĕн вырăнлă, вĕсем вулавçăсен тавракурăмне анлăлатĕç. Библиотека ĕçченĕсем кĕнеке парнелекенсене вулав ĕçне аталантарма пулăшнăшăн тав тăваççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
