Çынсене шывпа тивĕçтересси лайăхланать

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 09:04 Просмотров: 72

Ярославка территори пайне Николай Петров ертсе пыма тытăннăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ. Вăл хăйсен территорийĕнче «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа кăçал мĕнле ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕ.

– Ку ĕçре манăн вĕренмелли нумай, хăнăхса кăна пыратăп-ха. Ку таранччен пуçарулăх бюджечĕн программипе пирĕн тăрăхра тĕрлĕ ĕç тунă. Çак программăна вырăнти çынсем лайăх енчен палăртаççĕ, вăл усăллă пулнине ăнланаççĕ. Паллах, пысăк калăпăшлă ĕçсене çапла пĕрле тума пултарни питĕ лайăх, республика пулăшать, вырăнти бюджетран уйăраççĕ, ял çыннисем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Ялта çулĕ те, пĕви те, шывĕ те питĕ кирлĕ. Кăçал пирĕн территоринче пуçарулăх программипе çынсене шывпа тивĕçтерессипе ĕçлерĕмĕр. Тĕрĕссипе вара ку проектсене эп ĕçлеме пуçличченех çирĕплетнĕ, вырăнти çынсемпе сÿтсе явнă. Ярославка ялĕн çыннисене ку таранччен япăхса çитнĕ кивĕ башня шывпа тивĕçтернĕ пулнă. Ăна тăтăшах юсама тивнĕрен кивĕ башньăна çĕннипе улăштарас тенĕ. Шыв башнине тата артезиан скважинине улăштарассипе çыхăннă ĕçе тума Сергей Елов уйрăм предприниматель килĕшрĕ. Проектăн малтанхи хакĕ 2 млн та 604 пин те 833 тенкĕ пулнăччĕ, аукцион ирттернĕ тăрăх унăн хакĕ кăштах чакрĕ – 2 млн тенкĕ ытларах халĕ. Çавна май республикăпа вырăнти бюджетсен тата çынсен тÿпи те пĕчĕкленчĕ. Подрядчик йĕркеллĕ ĕçлерĕ, объекта вăхăтра вĕçлерĕ. Тепĕр ĕç те çак ялтах пулчĕ. Ярославка ялĕнчи Парк урамĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсассин малтанхи хакĕ 1 млн та 033 пин те 231 тенкĕ пулнăччĕ, аукцион ирттернĕ хыççăн 800 пин тенкĕ ытла юлчĕ. Ку ĕçĕн подрядчикĕ те малтанхиех. Çанталăк çумăрлă тăнăран ĕçе каярах пуçларăмăр, çавăн пекех ăна вĕçлесси те кăшт тăсăлчĕ. Юсавпа çынсем те, вырăнти администраци те кăмăллă. Çак урамра пурăнакансем подрядчика май пур таран пулăшса пычĕç. Чăн та кăçал Ярославка ялĕнче ĕçсем калăпăшлă пычĕç. Новая, Яргейкино урамсене тивĕçтерекен шыв çыхăнăвĕн сетьне модернизацилес, Çĕн Чемей ялĕнчи шыв пăрăхĕсене улăштарас ыйтусем те çивĕч пулнă. Кивĕскерсене çулсерен юсама тивнĕ. Подрядчик «СПЕЦТЕПЛОГРУПП» чикĕллĕ яваплăхлă общество пулчĕ. Килĕшĕвĕн малтанхи хакĕ 8 миллион тенкĕ ытла пулнă, аукцион ирттернĕ тăрăх, 6 миллион та 700 пин тенкĕ ытларах юлчĕ. Хушма насус лартмалла пулнăран ĕçе килĕшÿре палăртнă вăхăтра вĕçлеме май килмерĕ, – терĕ территори пайĕн ертÿçи Николай Петров.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6