Ыйтусене йышăнаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 08:55 Просмотров: 46

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 21-мĕшĕнче 12 сехетре хăйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн постне тепĕр хут суйланă хыççăн пĕрремĕш хут «тÿрĕ лини» ирттерет. «Ку пирĕн пĕрлехи диалог, регион аталанăвĕ мĕнле пынине сÿтсе явăпăр, çитес вăхăтри тĕп задачăна палăртăпăр. Сире кашнине илтни тата татăклă хурав пани – маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн шухăш пире чăннипех те хăш енĕпе ĕçлессине палăртма пулăшать», – пĕлтернĕ вăл хăйĕн телеграм-каналĕнче. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, унран кирек епле ыйтăва та ыйтма юрать. Ыйтусене маларах патшалăх услугисен порталĕ урлă, постра комментарилеме, çавăн пекех тÿрĕ эфир кунĕнче тÿрĕ эфир чатĕнче е 8 (8352)565-100 номерпе шăнкăравласа ыйтма юрать. «Тÿрĕ линие» Олег Николаев телеграм-каналĕнче, «Чувашская Республика» во «ВКонтакте» пĕрлĕхре, çавăн пекех «Россия 24» телеканалпа, «Радио России» радиостанцире трансляцилеççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6