Пирĕн муниципалитет округĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Давыдов ячĕпе çуллен волейбол вăййин турнирне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Йĕркелÿ комитечĕ тăрăшнипе кăçал ăна юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12-мĕш хут ирттерме палăртнă. Турнир «Сывлăх» спорт шкулĕнче, Муркашри тата Орининти вăтам шкулсен спортзалĕсенче иртĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх ăмăртăва 10 команда ытла хутшăнмалла.
Хамăр инф.
Август 2026 |
