Паян Муркашра ир-ирех халăх йышлăн пухăнчĕ, ял хуçалăх продукцине сутас текенсем вырăнсем йышăнчĕç, ăна туянас текенсем вара хăйсем кăмăллакан тавара суйларĕç.
Уява ирттерессипе округ администрацийĕнче тунтикун округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ертсе пынипе йĕркелÿ комитечĕ пулчĕ. Уяв программипе: округ администрацийĕ умĕнче «Кĕр парнисем» ярмăрккă ĕçлерĕ, çав хушăрах обществăлла апатлану предприятийĕсем тĕрлĕ çимĕç сĕнчĕç, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата хушма хуçалăх тытакансем суту йĕркелерĕç. Вĕренÿ пайĕн методкабинетĕнче ача-пăча куравĕ пулчĕ. Уява савăнăçлăн 11 сехетре уçрĕç. Паллах, уяв чыславпа, юрă-ташăпа илемлĕ пулчĕ. Уявпа тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.
Август 2026 |
