Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова каланă тăрăх, пирĕн округра культура сфери тĕрлĕ программа пулăшăвĕпе аталанса пырать: клубсем çĕнелеççĕ, библиотекăсем пуянланаççĕ. Учрежденисенче ĕçсем калăпăшлă пыраççĕ, кăçал Юнкăри Культура çуртне «Развитие культуры» патшалăх программипе тĕпрен çĕнетеççĕ. Ку объект валли 21,1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Капиталлă юсав ĕçне «СИТИСТРОЙ» чикĕллĕ яваплăхлă общество тăвать. Ĕçсем график шайĕнче пыраççĕ. Килĕшÿ тăрăх ĕçе октябрĕн 20-мĕшĕнче вĕçлемелле.
Муркашри Культура çуртĕнче юсав ирттернĕ хыççăн октябрĕн 1-мĕшĕнче кинозал уçрĕç. Савăнăçлă мероприятие округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Надежда Павлова, администрацин культура пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов, Тĕп клуб системин ертÿçи Станислав Григорьев хутшăнчĕç. Кинозал валли Чăваш Республикин бюджетĕнчен 9 миллион тенкĕ уйăрнă. Кирлĕ хатĕрпе Санкт-Петербургри «КРИСБЕРГ» чикĕллĕ яваплăхлă общество тивĕçтернĕ. Ĕçсене килĕшÿри графикпа вăхăтра вĕçленĕ, укçа-тенкĕпе туллин усă курнă. Кинозал халĕ 130 çын вырнаçмалăх. Ăна çĕнĕ йышши хатĕрпе тивĕçтернĕ, цифра оборудованине вырнаçтарнă, вăл шутра — пысăк пахалăхлă акустика системи, киноэкран. Уява пухăннисене Зоя Дипломатова саламларĕ, муркашсене çакăн пек кинозал туса панишĕн республика ертÿлĕхне тав турĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин культура, наципе архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Надежда Павлов сăмах каларĕ. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе культура сферине активлă аталантараççĕ тата модернизацилеççĕ. Юлашки пилĕк çулта 452 культура учрежденине çĕнетнĕ, 35 Культура çуртне çĕнĕрен тунă. Ялти культурăна аталантарассине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Автоклубсем туянни те ялти çынсемшĕн меллĕ. Çамрăк ăрăва ăс-хакăлпа патриот воспитанийĕ парассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Яллă вырăнсенче наци пахалăхĕ, йăла-йĕрке упранса юлнăран – воспитани потенциалĕ ытларах та.
Çак вăхăт тĕлне республикăра 24 кинозал ĕçлет, Муркашрине шутласан, республикăра кăçал иккĕмĕш кинозал уçăлчĕ. Çитес çул татах виçĕ кинозал уçма палăртнă, пур муниципалитет та кинозаллă пулать. Чылайăшĕ пĕлет пулĕ, 1980 çулта Ильинка тăрăхĕнче Вилле Новак режиссер «Вторжение» фильм ÿкернĕ.
Эпизодсене вырăнти çынсем те хутшăннă. 2018 çулта Хурăнкассинчи Юрий Скворцов çыравçă-куçаруçă произведенине тĕпе хурса «Амаçури» çĕнĕ фильм кун çути курнă. Çак фильмсен пĕрер пайне пăхма май килчĕ çĕнĕ кинозалта. Ку истори астăвăмне упрасси пысăк пĕлтерĕшлине аса илтерет тата çамрăк ăрăва культура пурнăçне явăçтарма пулăшать. Александр Давыдов Тĕп клуб системин ертÿçине Станислав Григорьева çĕнĕ кинозал валли 30 пин тенкĕ парне турĕ. Çĕнĕ кинозал округра пурăнакансене пахалăхлă кинематографпа паллашма май парĕ. Мероприяти «Весна на заречной улице» фильм кăтартнипе вĕçленчĕ.
«Çакăн пек кинозал пире питĕ кирлĕ, эпир ăна тахçантанпах кĕтнĕ. Тĕрĕссипе ку пирĕншĕн кĕтмен çĕртен пулчĕ. Унта лайăх киносем кăтартасса шанатпăр. Çамрăксемшĕн те, аслисемшĕн те усăллă пултăр. Ăна курнă хыççăн пĕрле пухăнма, калаçса сÿтсе явма та пулать», – терĕ Нина Петрова çĕнĕ кинозалшăн кăмăллă пулнине палăртса.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
