Манăн аттен ялта пурăнмалли çурт лартнă çĕр участокĕ пур, анчах вăл ăна хăй вăхăтĕнче виçтермен. Халĕ манăн ыйту çуралчĕ, атте вилсен çакă пурăнмалли çурта тата çĕре харпăрлăха куçарма чăрмав пулмĕ-и?
Константин ПОПОВ. Шупашкар хули.
Хаçат вулакан ыйтăвĕ çине Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн çĕр участокĕсене регистрацилес пай пуçлăхĕ Наталья ПАВЛОВА хуравлать:
– Енчен те сирĕн пурăнмалли çурт ларакан çĕрĕн чиккисене палăртман пулсан, Росреестр специалисчĕсемшĕн çав çурта еткерлĕх йĕркипе куçарма чарăнса тăма тивет. Тĕрĕсрех каласан çĕрне эсир хăвăр çине куçараятăр, анчах пурăнмалли çурта – çук. Ку тĕлĕшпе 2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă саккун йĕрки çавăн пек ыйтать. Пурăнмалли çурт чиккисене официаллă палăртса ЕГРНа кĕртсен çеç сирĕн хăвăр çурта саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилеме ирĕк пулать. Практикăра час-часах çĕре чикĕлесси темиçе уйăха тăсăлни те тĕл пулать. Ку вара çынсем хушшинче тĕрлĕ ыйту-калаçу çуратать. Çавăнпа та çĕре чикĕлессине кил-çурт хуçи пурăннă, вĕсем хăйсем йышăну тума пултарнă вăхăтра тата кадастр ĕçченĕсене тĕрĕс виçев тума меллĕ çанталăкра пурнăçлама тăрăшмалла. Çак ĕçсене тирпейлĕ туса ирттернĕ çĕр участокĕ тĕлĕшпе ăна харпăрлăха куçарассипе те хушма ыйтусем пулмĕç.
Август 2026 |
