Ăмăрту питĕ кăмăллă иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 14:04 Просмотров: 78

Спорт ĕçĕн ветеранĕсем футбол сезонне хупассине, ăна уçнă пекех, илемлĕ Шетмĕпуç тăрăхĕнче ирттерме шухăшларĕç. Вĕтĕ çумăр пĕрĕхнине тата çиллĕ çанталăк пулнине пăхмасăр турнир çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакăн пек кăмăллă ăмăрту чылайлăха асра юлĕ, вăл пурне те савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ.

Ăмăртусене вăйлă командăсем хутшăнчĕç. Пĕрлештернĕ командăсем Москакасси территори пайĕнчен, кÿршĕри Мари Эл Республикинчен тата Муркаш округĕнчен пулчĕç. Ăмăртусем питех те хĕрÿ иртрĕç, чунтан пăшăрханса тăракансем те йышлăн пухăнчĕç. Сумлă пĕрремĕш вырăн муркашсен пулчĕ, иккĕмĕш вырăн – кÿршĕ республикăн, виççĕмĕш вырăн – москакассисен. Спорт уявне пухăннисене округ администрацийĕн спорт секторĕн ертÿçи Владимир Петров, Шетмĕпуç территори пайĕн ертÿçи Борис Васильев саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Футбол уявне сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Вăл шутра – спортра палăрнă, çитĕнÿ тунă Лев Краснов, Виталий Павлов, Мускав марафонне хутшăнса хисеплĕ 8-мĕш вырăна тивĕçнĕ Владимир Иванов. Çавăн пекех хăнара Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз командин чысне хÿтĕленĕ Олег Егоров, «Время СВОих» проекта хутшăнакан çар ĕçĕн ветеранĕ Сергей Васильев пулчĕç. Ăшă сăмах çак кун нумай пулчĕ. Пĕр саслăн пулса кун пек турнира çитес çулхи спорт уявĕсен календарь планне кĕртме йышăнчĕç, ăмăртăва ирттересси йăлана кĕтĕр терĕç. Яланхи пекех илемлĕ мероприяти туслăн калаçса ларнипе, вĕри чей ĕçсе хăналаннипе вĕçленчĕ.

«Турнира хутшăнакансем Красновсен çемйине – Николай Анатольевичпа Алина Болеславовнăна – спорт уявĕ çапла çÿллĕ шайра ирттĕр тесе тăрăшнăшăн тав тăватпăр. Пирĕн территоринче çавăн пек хастар çынсем пурришĕн савăнатпăр, – терĕç уяв йĕркелÿçисем.

Борис ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6