Тивĕш шкулĕ нихăçан та асран тухас çук

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 13:57 Просмотров: 80

Эпĕ, Петр Архипович Ефимов, Элĕк районĕнчи Какаç ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта вунă çул вĕренсе пĕлÿ пухнă, 1968 çулта алла аттестат илнĕ.

Шкул хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологипе хими факультетĕнче пилĕк çул вĕреннĕ, 1973 çулта алла диплом илнĕ. Эпĕ педагогика практикине те Тивĕш шкулĕнчех ирттернĕ. Унтан 1995 – 2008 çулсенче – пурĕ 13 вĕренÿ çулĕ – çак шкултах директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ, ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре 40 çул ĕçлесе «Раç cей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Анчах та паянхи куна Тивĕшри вăтам шкул ĕçлемест, ăна 2008 çулта вĕренекенсен йышĕ сахал пулнăран хупнă. Сăмах май аса илтеретĕп, шкула 1892 çулта октябрь уйăхĕнче уçнă. Эпир Тивĕшри вăтам шкултан чылайăн вĕренсе тухнă. Эпир,1968 çулта шкултан вĕренсе тухнисем, 34 ача пулнă. Йĕркелÿ ушкăнĕ халĕ ятарлă кĕнеке кăларас ĕçпе тимлет. Çавна май тăван шкул çинчен Тивĕш шкулĕн Мухтав юрри (Гимнĕ) çуралчĕ. Сăвви çак йĕркесен авторĕн Петр Ефимовăн, кĕввине паллă композитор Юрий Кудаков кĕвĕленĕ. Тивĕшри вăтам шкул хупăннă пулсан та вăл унтан вĕренсе тухнисен асĕнче яланах упранĕ. Çулсерен Тивĕш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем пĕрле пухăнса тĕл пулу каçĕсем ирттереççĕ. Кăçал 2000 çулта вĕренсе тухнисем пуçтарăнчĕç. Тăван шкула пĕтернĕ хыççăн 25 çул иртсен тĕл пулу каçĕ ирттерчĕç. Мухтав юррине «Элĕк Ен» ансамбль юрларĕ. Оранжировщикĕ – Алексей Якимов. Тивĕш шкулĕнчен вĕренсе тухнисене çак Мухтав юрри пирĕнтен парне пултăр. Юрă текстне «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат урлă вулакансем патне çитерме ыйтатăп.

Петр Ефимов , обществăлла корреспондент. Чăваш Сурăм сали.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6