Воспитатель – шкул çулне çитмен шăпăрлансен пĕрремĕш педагогĕ, иккĕмĕш амăшĕ. Вăл кĕçĕн çулхи ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшать, çырма-шутлама пуçласа пĕлÿ парать. Çĕршыва, çемьене юратма, аслисене хисеплеме, çут çанталăка упрама вĕрентет. Ачасем вăл тăрăшнипе ÿкерме, ал ĕçĕсем тума, юрлама-ташлама, спортпа туслă пулма пуçласа вĕренеççĕ.
Ача садĕнче тăрăшакан пур воспитатель те хисепе тивĕç. Вĕсем ачасен воспитанийĕпе аталанăвĕ валли пĕтĕмпех туса параççĕ, хăйсен ачисене юратнă пек юратаççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн воспитательсем пысăк тĕрев пулса тăраççĕ. Шăпăрлансене кунсерен пĕлÿ параççĕ, ырăпа усала уйăрма, илеме курма вĕрентеççĕ. Нумай пулмасть «Золушка» ача садĕнче вăй хунă, халĕ «Колокольчик» ача садне ĕçлеме куçнă воспитателе Татьяна Шалтыновăна ачасем юратаççĕ, шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ тата ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Педагог Катькас ялĕнче пысăк çемьере çитĕннĕ. Виçĕ хĕртен – чи асли. 2018 çулта И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкулчченхи педагогикăпа психологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, воспитатель профессине алла илнĕ.
Татьяна Зиновьевна – ырă кăмăллă, ăшпиллĕ, хÿхĕм, анлă тавракурăмлă воспитатель. Ĕçри тăрăшулăхне тата ăсталăхне кура ăна тĕрлĕ Тав хучĕ парса чысланă. Татьяна Шалтынова 2023 çулта Муркаш округĕнче «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра çĕнтерчĕ, республика шайĕнче те конкурса тивĕçлĕ хутшăнчĕ. Татьяна Зиновьевна шăпăрлансем анлă тавракурăмлă пулччăр тесе нумай тимлет. Вăл «Истоки» вĕрентÿ программине тĕпе хурса ĕçлет. Кăçал вара хастар педагог асăннă программăпа ĕçлесе регионсем хушшинчи конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ. Педагог ачасемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пĕлет, кăмăл-сипет енĕпе воспитани çине тимлĕх уйăрать. Татьяна Зиновьевна ачасене тÿрĕ чунлă, ырă, вашават, туслă пулма вĕрентет, пĕр-пĕринпе кăмăллăн хутшăнма ăс парать. Вăл патриотлăх воспитанине те пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи çул Çĕршыва хÿтĕлекенсен çулталăкĕ пулнипе паллă. Т. Шалтынова «Золушка» ача сачĕн шăпăрланĕсемпе, О. Столярова тата В. Макарова ĕçтешĕсемпе «Ветеран живет рядом» акцие хутшăнчĕç, тыл ĕçченĕсем патне çитсе килчĕç. Ачасем ветерансене хисеплесе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ача садĕнче иртекен уявсенче Татьяна Зиновьевна тĕрлĕ роле ăста калăплать. Час-часах воспитатель илемлĕ пике пулать – е Кĕр пике, е Чăваш пики, е Юр пике тата ытти те. Тепĕр чух юмахри сăнарсене те вылять вăл. Педагог библиотекăпа тачă çыхăну тытать. Вĕренÿ валли интереслĕ кĕнекесем илет. Пушă вăхăтра музея çитсе килме, истори фильмĕсем пăхма кăмăллать. Татьяна Зиновьевнăна ырлăх-сывлăх, ĕçре татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Екатерина ЗАХАРОВА.
Август 2026 |
