Центрти тĕл пулусем усăллă иртеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 13:31 Просмотров: 76

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри клиент службинче нумаях пулмасть уçăлнă «Центр общения старшего поколения» центр пирки эпир хамăр хаçатра пĕлтерсех тăратпăр. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче кунта черетлĕ тĕл пулу иртрĕ, хутшăнакансем йышлăн пулчĕç – тĕрлĕ территори пайĕнчен.

Ку хутĕнче калаçу федерацин «Здоровое долголетие» вĕренÿ проекчĕ шайĕнче «Факторы здорового долголетия» онлайн лекци пулчĕ. Сывлăха сыхлас тата профилактика ĕçĕсем пирки, округра ФАПсенче юсав ирттерни, мĕнле оборудованисем кÿрсе килни пирки Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ Оксана Попова каласа пачĕ, çитсе килекен уявпа саламларĕ, сывлăха упрама сĕнчĕ.

– Пирĕн патри кирек епле специалист та сирĕнпе тĕл пулу ирттерме пултарать, мĕнле ыйту кăсăклантарнине пĕлтерĕр кăна, сирĕн сĕнÿсемпе ĕçлеме хатĕр эпир. Сирĕн ĕçри, пурнăçри ăсталăх пысăк, ăна эсир ачасене кăна мар, мăнуксене те, кĕçĕн мăнуксене те парăр, – терĕ Оксана Попова.

Муркашри клиент службин ертÿçи Наталья Савельева центр ĕçне пĕрле йĕркелеме сĕнчĕ, центр алăкĕ ĕç кунĕсенче тата ĕç вăхăтĕнче яланах уççине пĕлтерчĕ.

– Центра сире валли йĕркеленĕ, кунта эсир тĕрлĕ темăпа калаçу ирттерме, пĕр-пĕринчен ал ĕç ăсталăхне те вĕренме пултаратăр. Пурне те çакăнти мероприятисене активлă хутшăнма ыйтас килет, – терĕ вăл.

Ветерансем сад-пахчаçăсемпе тата ытти специалистпа тĕл пулу йĕркелеме ыйтрĕç. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансен сĕнĕвĕ те, качака сĕчĕ сывлăхшăн усăллă пулнине тĕслĕхпе çирĕплетни те вырăнлă пулчĕ. Ветерансем çакăн пек тĕл пулусем чăннипех те кирлине пĕлтерчĕç.

– Эпир çакăнти ĕçсене активлă хутшăннинчен чылай килет. Мероприятисене йĕркелекен те кирлĕ. Ветерансен округри канашĕн ертÿçи Елена Максимова, пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Скворцов пултаруллă, вĕсен пуçарăвĕ вырăнлă. Пирĕн хушăра ал ĕç ăстисем те пуррине пĕлетпĕр, кам çыхать, кам çĕлет. Пĕрпĕринчен вĕренмелли пур. Центр ĕçне пĕрле йĕркелемелле пирĕн, – терĕ Нина Петрова.

Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли хÿтлĕх сетки çыхма Муркашра вырăн тупасси тахçантанпа тăракан çивĕч ыйтуччĕ. Ку хутĕнче те çак ыйтăва хускатрĕç ветерансем. «Частарах сетка çыхма пуçласчĕ», – терĕç вĕсем. Питех те кăмăллă, тĕл пулу хыççăнах çÿлерех асăннă центрта Наталья Савельева ертÿçĕ тăрăшнипе тата йĕркеленипе сетка çыхас ĕçе пуçлама май килнĕ. «Моргаушцы –ZA победу» волонтер ушкăнĕн активисчĕ Андрей ветерансемпе вĕрентÿ ирттернĕ. Ĕçлес кăмăл пулсан тата пĕрле пулсан кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пулать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6