Ĕç опычĕ пысăк та пуян

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 11:17 Просмотров: 80

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне – утăм» проекчĕ республикăра анлă вăй илчĕ. Кулленхи ĕçре вăл демографипе сывлăх сыхлавне, тĕрлĕ чиртен асăрханассине самантлăха та кун йĕркинчен кăлармасть. Ăна малтуртăмлă аталантарасси вара сывлăх хуралĕнче вăй хуракансенчен нумай килет. Юлашки 2 уйăх çурăра кăна ку проектпа пирĕн округри «Сывлăх пункчĕсенче» 2100 çын ытла тĕрĕслеме май килнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе республикăри медицина учрежденийĕсене хушма тĕрĕслевсем ирттерме 600 ытла çынна янă.

Пурнăçра пирĕнтен чылайăшĕ, тĕрлĕ чир лексен, сывлăх хуралçисемпе çыхăнать. Çавăнпа та вĕсен вăхăтлă пулăшăвне пурте пысăка хурса хаклатпăр. Çак ыйтусемпе пыракансене Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕ Надежда Немешкина тата асăннă сыватмăш поликлиникин ертÿçи Галина Николаева (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) яланах кăмăллă йышăнаççĕ, чирлисен ыйтăвĕсене вăхăтра та туллин татса пама тăрăшаççĕ. Надежда Александровна халăха сыватас ĕçре 30 çул вăй хурать. Галина Васильевна офтальмологăн ĕç стажĕ вара 35 çул ытла. Хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă тухтăрсене вĕсем патне сывлăх тĕрĕслеттерме е сывалма пыракансем ăшшăн тав туса тухаççĕ. Çакăн хыçĕнче тухтăрсен ĕç юратăвĕ тĕп вырăнта пулни пирки иккĕленÿ юлмасть. Иртнĕ кунсенче вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Анатолий БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6