«Ылтăн вăхăтрисен уявĕ» кăмăллă иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 11:14 Просмотров: 88

Илемлĕ кĕр кунĕ шăпах та илемлĕ уяв валлиех пулчĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн округра, ытти çĕрти пекех, Ватă çынсен кунне паллă турĕç. Уявпа чыслакансем вара ăна «ылтăн вăхăтрисен уявĕ» терĕç.

Аслă ăрăва патшалăх шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграмканалĕнче çапла пĕлтерет: «Амбициллĕ тĕллев лартатпăр: 2030 çул тĕлне вăтам пурнăç тăршшĕне 77 çул шайне çитермелле. Аслă ăрăвăн опычĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕркеллĕ ватлăхпа тивĕçтересси, ватă çынсене обществăлла пурнăçа ытларах явăçтарасси, вĕсен сывлăхне упрасси – регионти социаллă политикăн никĕсĕнче. Аслă ăрури граждансен интересĕсене хÿтĕлессин стратегийĕ вĕсене 2030 çулччен комплекслă пулăшупа тивĕçтерет: ыр кăмăллăх программине аталантарнинчен пуçласа цифра, финанс пĕлĕвĕсене ÿстерни таранчченех. Юлашки 5 çулта эпир активлă вăрăм пурнăçăн 13 центрне уçрăмăр. «Мой социальный центр» аслă ăрури 16 пине яхăн çынна тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерет. Интереса кура пĕрле пухăнни вăхăта спорт енĕпе те, ал ĕç ăсталăхĕ енĕпе те усăллă ирттерме май парать». Пысăк уяв Муркашри çĕнелнĕ хăтлă Культура çуртĕнче иртрĕ. Ветерансене округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламларĕ. «Хисеплĕ ветерансем, сирĕн ĕçĕрпе, ăсăрпа, тăрăшулăхпа Муркаш енĕ – ăнăçлисен шутĕнче. Эсир – пирĕн пысăк пуянлăх, хăпартлану, эсир – паянхи аталану никĕсне хывакансем», – терĕ вăл аслă ăрăва тав туса тата вăрăм кун-çул сунса. Ветерансене Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Надежда Павлова саламларĕ, ветерансене çамрăк ăрăва ăс-хакăлпа нравственноç воспитанийĕ парассине тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕн Александр Давыдовăн ăшă сăмахĕ те вырăнлă пулчĕ. «Эсир юнашар пулсан, эпир хамăра ача вырăнĕнче туятпăр, кун-çулăр сирĕн вăрăм пултăр», – терĕ вăл. Аслă ăрăва ветерансен округри канашĕн ертÿçи Елена Максимова, пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Скворцов саламларĕç, спортра, культура тата ытти ĕçпе палăрнă ветерансене чысларĕç. Сцена çине тухнă ветерансем çине пăхсан чун савăнчĕ, еплерех маттур çынсем вĕсем, пирĕн ветерансем. Мария Васильевăна ветеран юхăмĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине активлă хутшăннăшăн Ветерансен республикăри канашĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Игорь Майков Аслă Çĕнтерĕве халалланă сăвăсен республикăри конкурсне хутшăнса ветерансен республикăри канашĕн президиумĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ, самантпа усă курса аслă ăрăва халалласа çырнă сăвва вуласа пачĕ. Çакăн пек чыслав Анна Егоровăна та пулчĕ.

Леонид Андреев, Анфиса Анисимова, Зоя Алексеева, Раиса Якимова, Полислав Васильев, Виталий Егоров, Юрий Николаев, Галина Гаврилова спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче палăрнă. Вĕсем те сцена çине тухма тивĕçрĕç. Çавăн пекех Муркаш, Юнкă, Çатракасси территори пайĕсен командисем округра шашка енĕпе иртнĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ. Ветерансем чечек ÿстерме те ăста. Кăçал ку конкурс «Чечек уçланки» тата «Манăн пÿрт умĕнчи чечек композицийĕ» номинацисемпе иртрĕ. Вĕсен çĕнтерÿçисене тата тĕрлĕ конкурсра активлă пулнисене те саламларĕç. Çĕнелнĕ Культура çуртĕнчи уяв юрă-ташăпа илемлĕ пулчĕ, «Весна на Заречной улице» фильм кăтартнипе вĕçленчĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6