Мăн Сĕнтĕртен черетлĕ машина çула тухрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 10:31 Просмотров: 74

Мăнсĕнтĕрсем фронта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтранпах пулăшса тăраççĕ. «Ыран валли Мăн Сĕнтĕртен Шупашкара хÿтлĕх сеткисем, пахча çимĕç тата ытти япала тиесекайма пысăк автомашина кирлĕ. Ку енĕпе кам пулăшма пултарать?». Çакăн пек пĕлтерÿ пулчĕ пĕр кунхине. Ку тăрăхри çынсем вара яланах хастар пулнă.

– Мăн Сĕнтĕртен «ЗОВ Чувашия» фондăн складне тата кухнине пахча çимĕç турттарса кайрĕç. Пахча çимĕçе ялсенчен пирĕн активист Василиса Яргейкина пухрĕ. Герман Леонтьев мĕн пухăннине Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртне илсе çитерме пулăшрĕ. Шупашкар хулине тиесе кайма вара Александр Титов машина уйăрчĕ, водителĕ Николай Амосов пулчĕ. Тавах вĕсене пурне те. Аса илтеретĕп, мăнсĕнтĕрсем яланхи пекех тăтăшах хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ. Çыхакансене те тав тăватăп. Унсăр пуçне Мăн Тутаркас лавккин сутуçисене тата Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансене салтаксем валли посылка хатĕрлеме пулăшнăшăн тав тăватăп, паллах, кашнине ятран асăнаймарăм. Пурте эпир пĕрле сирĕнпе пысăк ĕç тăватпăр, чапшăн мар, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тата хамăрăн салтаксене мĕн чухлĕ те пулин пулăшас тесе. Ыттисене те çакăн пек ĕçе хутшăнма тепĕр хут чĕнсе калатăп. Пĕрисем пулăшнă тата ĕçленĕ хушăра теприсен хытă чунланса ларас марччĕ. Çакăн пек пĕрле пулăшнăшăн никам та çука юлмасть. Ку вăл – хамăрăн мирлĕ пурнăçшăн, – çапла калать кунти ĕçе йĕркелесе пыракан Валентина Комиссарова.

«Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакан çынсене чунтанах тав тăватпăр. Пĕр пысăк машина туллиех пахча çимĕç кÿрсе килчĕç пирĕн пата. Пахча çимĕçе фронтри салтаксем валли апат-çимĕç пĕçерме типĕтсе хатĕрлетпĕр. «ЗОВ Чувашии» фондăн ăна валли ятарлă кухня пур. Тавах мăнсĕнтĕр тăрăхĕсене яланах пирĕнпе пĕрле пулнăшăн, фронта çапла пулăшса тăнăшăн, – терĕç фонд представителĕсем.

Çавăн пекех мăнсĕнтĕрсене отпуска килнĕ салтаксем те тав турĕç. Çакă паллах – чи пысăк награда. Тăрăшни харама кайманнине тата кашни кун тăрăшни салтаксемшĕн усăллине пĕлетĕн. Çак кунсенче мăнсĕнтĕрсем патне Çар ĕçĕсен ветеранĕсен «Рубеж» обществăлла организацин регионти канашĕнчен медальсемпе Тав çырăвĕсем килсе çитрĕç.

– Ку наградăна пирĕн салтаксене тăтăш пулăшса тăнăшăн, вĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн хастар çынсене пачĕç. Пирĕн команда виçĕ çул тылра хăйсен вăхăтне шеллемесĕр тăрăшать, мухтанатăп вĕсемпе, – терĕ территоринчи йĕркелÿçĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6