Кăçалхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа чаплă церемони иртрĕ. Хисеплĕ хăнасем шутĕнче РФ Президенчĕн Атăл çи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Раççей Федераци Канашĕн пайташĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци органĕсен республикăри территори органĕсен ертÿçисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, общество тата тĕн организацийĕсен ертÿçисем, бизнес тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пулчĕç.
Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн ертÿçи Геннадий Федоров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн официаллă пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Олег Николаев суйлавçăсен 67,06 проценчĕн сассине пухнă. Республикăра пурăнакан çынсен иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ региона малашне хăвăрттăн аталантармалла текен çул-йĕре ырланă. Олег Николаев халăха, Раççей Конституцине, Чăваш Республикин Конституцине пăхăнма тупа турĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантарчĕ. РФ Президенчĕн Атăл çи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа саламларĕ.
Август 2026 |
