Çĕнĕлле пурăнас шанăç ÿстĕр

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 10:16 Просмотров: 31

Полина чылай вăхăт «симĕс çĕленпе» кĕрешни унăн сăнĕнчен пĕрре пăхсах курăнать. Çак чире çĕнме тĕллев лартнă хĕрарăм паян ирлесех наркологи диспансерĕн алăкне пырса тытрĕ. Малтанхи вăхăтра савăнăçпа тулли пулнă сăн халĕ чылай салхулăн курăнать. Унăн сăн-питне юлашки вăхăтра тарăн шухăшлав тата намăс туйăм пусса илни курăнать. Çамрăк хĕрарăм халĕ кунта хăй ирĕкĕпе килмен. Опекăпа попечительство органĕсем амăшĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламан çамрăк хĕрарăма вăйпа сыватасси çинче чарăнса тăчĕç. Полина хăйĕн пурнăçĕнче çак карт патне çитесси пирки нихăçан та шухăшламан, анчах...

Эрехпе туслашнă хыççăн хĕрарăм çирĕплĕхне çухатнă тата тĕлли-паллисĕр утăмсем тунă. Ку хутĕнче вăл сывату çулĕ çине тăма çирĕп шухăш тытнă. Ăнсăртран тунă йышăну вăй пачĕ тейĕн ăна. Анчах умри паллă марлăхран шикленнипе-ши е сывату çине çирĕп шанманран чĕре сиксе тухасла тапрĕ. Хĕрарăм хăйне çирĕп пулмаллине тата кашни черкке ĕçмессерен ачисене çухатма пултарнине ăнланса алăк уçса малаллах утăмларĕ. Диспансерта ăна ытлашши сÿтсе явмасăр, ăнланса кĕтсе илчĕç. Ăшă кăмăллă медсестра палатăна ертсе кайрĕ. Çак хăнăхман лăпкă лару-тăрура хĕрарăмăн пĕрремĕш шанчăк çути çуталса илчĕ. Нивушлĕ...

Хăйĕн пек чирлĕ, анчах çăлăнăç туйăмне çухатманнисем хушшинче вăл та эрехпе кĕрешме вăй тупасса шанчĕ. Сыватмăша килсе кĕнĕ пĕрремĕш утăмранах вăл «симĕс çĕленпе» сывпуллашса çывăх вăхăтра хăй каллех лайăх амăшĕ пулса тăрасса шанма пуçларĕ. Ку вăл çĕнĕ, урă пурнăç пуçламăшĕ. Кунта унăн малашлăхĕшĕн шурă халатлисем кĕрешме пуçларĕç. Çапла вара, детоксикаци тата стабилизаци ирттернĕ хыççăн, эрех тыткăнне лекнĕ хĕрарăма сывату йĕркине пуçăнма медицина реабилитацийĕн уйрăмне илсе çитерчĕç. Çĕнĕрен килнĕ пациента психотерапин уйрăм тата ушкăнпа сыватмалли программисемпе паллашма сĕнчĕç. Диспансерăн социаллă служби умне пысăк калăпăшлă ĕç тухса тăчĕ. Йывăрлăхĕ – Полинăн ялан пурăнмалли вырăнĕ пулманни тата кирлĕ документсем çителĕксĕрри. Сыватмăшăн ĕç практикинче ку тĕслĕх пĕрремĕш мар. Вĕсем кашниех сывлăх хуралçинчен лару- тăрăва ăнланса ĕçлеме ыйтаççĕ. Чи малтанах социаллă ĕç специалисчĕсем хăйсем патне лекнĕ хĕрарăмпа ăнлану тупса сывату ĕçĕн йĕркине çирĕплетрĕç. Хĕрарăма кунта хăйне ытлашши сÿтсе явманни тата туллин пулăшма хатĕрри килĕшрĕ. Унпа ирттернĕ пĕрремĕш калаçурах специалистсем чирлĕ çыннăн пурнăç условийĕсене, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле лару-тăрăва, ăна пулăшма хатĕр çывăх тăванĕсем пуррипе çуккине тĕпчесе пĕлчĕç. Калаçуран Полина нихăçан та ĕçлеменни, хăйĕнпе пурăнакан арçын патĕнче общежитинче виçĕ ачипе пурăнни тата мăшăрсем час-часах эрех ĕçни паллă пулчĕ. Пурнăç условийĕсем тивĕçтерменрен çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ачисене çемьерен вăхăтлăх илнĕ пулнă. Комисси вĕсен пÿлĕмне çитнĕ чухне унта таса марлăх хуçаланнă, пÿлĕмĕпех пушă кĕленчесем йăваланса выртнă, сĕтел çинче çуман чашăк-тирĕк пулнă. Çакăн пек лару-тăрăва пăхмасăрах пурнăçа çĕнĕрен пуçлама, унăн йĕркине тĕпрен улăштарма яланах мел пур. Полина та çакна ăнланса илнĕ. Вăл эрехрен сивĕнсе, ачисене хăй патне илсе эрех-сăрасăр пурăнма сăмах панă. Наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнче сывату курсĕ ирттернĕ хыççăн Шупашкарти çынсене социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен Комплекслă центрпа пĕрле Полинăна ачисемпе вăхăтлăх пурăнмалли вырăн тупса панă, çухатнă документсене çĕнĕрен тума пулăшнă, социаллă тÿлев илессине йĕркеленĕ, гуманитари пулăшăвĕпе (продукци наборĕ, гигиена хатĕрĕсем, ача-пăча таварĕсем) тивĕçтернĕ.

Çапла вара Республикăри наркологи диспансерĕпе çынсене социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен Комплекслă центр йывăрлăха лекнĕ хĕрарăмсене пурнăç çине шанчăклă пăхма, харпăр хăйне алла илме, социаллă йывăрлăхсене парăнтарса çĕнĕ çулпа утма май туса параççĕ. Енчен те эсир е сирĕн çывăх çыннăрсем алкогольпе е ытти психоактивлă япаласемпе туслашнă пулсан, ăна çĕнтерме республикăри наркологи диспансерĕн медицина тата социаллă пулăшăвĕсемпе усă курма ан хăрăр.

Адрес: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. Кашни эрнерех ытларикун 17 сехет те 30 минутра медицина реабилитацийĕн уйрăмĕнче эрех-сăра тыткăнне лекнĕ хĕрарăмсем валли «Надежда» ушкăн ĕçлет.

Екатерина ПЕТРОВА, республикăри наркологи диспансерĕн медицина реабилитаци уйрăмĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен специалисчĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6