Муркашсем те старта тухрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 10:09 Просмотров: 32

Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Наци кросĕ» ăмăртăва муркашсем те хастар хутшăнаççĕ. Çуллен старта ача сачĕсене çÿрекенсенчен пуçласа сумлă ветерансем таранах тухаççĕ. Кăçал «Наци кросне» округри 1220 çын хутшăнчĕ. Чи кĕçĕннисем ача сачĕсенче ăмăртрĕç.

Малтан пухăннисене Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ:

– Паянхи уяв эпир пĕрле пулнине çирĕплетет. Эпир пĕрле чухне пире никам та çĕнтереймĕ, – терĕ вăл. Çапла, Муркаш спортсменĕсем тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ. Малтанхи утăмсем вара паянхи пек ăмăртуран пуçланаççĕ. Уйрăмах старта шкул ачисем йышлă тухни савăнтарать. Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов старта тухакансене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ вăл. Спорт сооруженийĕсене тĕпрен юсаççĕ тата çĕнĕрен тăваççĕ. Республика ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе малти ретре. «Наци кросне» хутшăнакансен хисепĕ те çуллен ÿсет. Пилĕк çул каялла çак ăмăртăва 9 пин çын хутшăннă пулсан, иртнĕ çул 47 пин ытла çын старта тухнă. Спорт уявĕ ертÿçĕсем ăмăртнинчен пуçланчĕ. Ыттисемпе пĕрле Алексей Матросов, Сергей Павлов старта тухрĕç. Арçынсем хушшинче С. Ермолаев мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта – Н. Щукин, виççĕмĕшĕнче – Р. Николаев. Хĕрарăмсем хушшинче И. Терентьева çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Н. Михайлова, виççĕмĕшĕнче – Д. Колесникова. Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем те старта туслăн тухрĕç. Ветерансем те ăмăртăва хутшăнмасăр тăмарĕç. Хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна И. Димитриева тивĕçрĕ, иккĕмĕшĕнче – А. Семенова, виççĕмĕшĕнче – Р. Якимова. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна В. Жданов тухрĕ, иккĕмĕшĕнче – А. Матюхин, виççĕмĕшĕнче – Э. Савельев.

Яланхи пекех ăмăртăва шкул ачисем йышлăн хутшăнчĕç, вĕсем ÿсĕмне кура тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Учреждени, предприяти, хуçалăх ĕçченĕсем те старта тухрĕç. Спорт уявĕ пурне те килĕшрĕ. Вăл ăмăртăва хутшăнакансене сывлăх кăна мар, лайăх кăмăл та парнелерĕ. Хастаррисем медальсене, дипломсене, парнесене тивĕçрĕç.

Надежда Суворова .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6