Хăтлă пурнăç – пĕрлехи тĕллев

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 09:25 Просмотров: 48

«Ниме – Халăх бюджечĕ» проект халĕ ялти хăтлă пурнăçăн никĕсĕ пулса тăнине ялта пурăнакансем лайăх ăнланса илчĕç. Çавăнпа та ял çыннисем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пурте пĕр çын пек çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннине паян ырламалла кăна.

Çÿлерех каланине пирĕн калаçура Москакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Денис КИРИЛЛОВ та çирĕплетрĕ. Хамăр калаçура Денис Валерьевич территори пайĕнчи ялсенче пурăнакан пуçаруллă çынсем, вырăнти активистсем пурнăç ыйтнипе тан пыма тăрăшнине, çĕнĕлĕхсене алла илсех пынине çирĕплетрĕ:

– Паян пирĕн ĕçре пуçарулăх бюджечĕ малти вырăна тухрĕ. Унпа пĕрлех тăван ен аталанăвĕнче çынсен тăрăшулăхĕн пĕлтерĕшĕ те палăрмалла ÿсрĕ. Юлашки вăхăтра халăх пулăшнипе хамăрăн округра эпир чылай çĕнĕлĕхе çул пама пултартăмăр. Пуçаруллă çынсем хăйсен тăрăшулăхĕпе ыттисене те территори пайĕн аталанăвне активлă явăçтарса, ялсен пурнăçĕнче мал туртăмлă ĕçсем тăваççĕ. Пĕрлехи ĕçпе çĕнĕ çуртсем çĕклетпĕр, çулсем сарса ялсене çĕнĕ сăн кĕртетпĕр, ача сачĕ хута яма хатĕрленетпĕр. Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсем ял çыннине малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшаççĕ. Хамăр ĕçе эпир Москакасси территори пайĕнчи 16 яла тирпейлĕхпе хăтлăх кĕртме вырăнти халăх пуçарулăхне тĕпе хурсаса йĕркелесе пыма тăрăшатпăр. Пĕрлехи вăйпа пуçарулăх бюджечĕн программипе кăçал виçĕ объекта пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Вĕсем: «Колокольчик» ача сачĕ патне тата Москакассинчи вăтам шкул патне автобус пымалли çĕнĕ асфальт çул. Эхветкассисем те пуçарулăх бюджетĕнчен айккинче юлмарĕç. Вĕсем ялта çул тума асăннă программăна кĕрсе республикăран 2 млн та 816 пин те 288 тенкĕне, вырăнти бюджетран 1 млн та 630 пин те 482 тенкĕ тивĕçрĕç. Ял халăхĕн тÿпи кунта 494 пин тенкĕ ытларах пулчĕ.

– Мĕн пурнăçлани çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Кунта мана çитес çул эсир мĕн пурнăçлама тĕллев лартни интереслентерет.

– Çапла, маларах çулсенче пурнăçланисем тăван ене хăтлăрах тăвассипе ял çыннисенче çĕнĕ ĕмĕт -тĕллевсем çуратрĕç. Вĕсене пурнăçлама та халăх активлă хутшăнасса шанас килет. Çитес çулхи ĕç планĕсем пирки калас пулсан, 2026 çулта эпир тĕпрен илсен çулсем çине тимлĕх уйăрас тетпĕр. Пĕрремĕшĕ – Москакассинчи Желтов ячĕллĕ урамра тата Московская урамăн пĕр пайĕнчи асфальт çула юсасси. Иккĕмĕшĕ – Москакассинчи Московская урамăн тепĕр пайне, Озерная тата Советская урамсене вак чул сарса хытарасси. Виççĕмĕшĕ – Вăрманкас Хачăкри тата Москакассинчи Молодежная урамри çулсене юсасси. Тăваттăмĕшĕ – Уйкас Хачăкри çула юсасси. Кусем пирĕн çитес çул пурнăçламалли тĕп ĕçсем шутланаççĕ. Анчах вĕсемсĕр пуçне ял пурнăçĕшĕн пĕчĕкрех пĕлтерĕшлĕ тепĕр 3 проекта та эпир 2026 çултах пурнăçлас тетпĕр. Вĕсем те ял çыннисен пурнăçĕн хăтлăхĕшĕн, вырăнсенчи тирпей-илемшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ.

– Ку проектсемпе конкретлăрах паллаштарса хăвармăр-ши? Вĕсем те ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ вĕт?

– Пĕчĕк проект тени вăл маларах кала- нисемпе пăхсан танлаштаруллă çеç. Анчах вĕсем те пирĕн ялсенче пурăнакансене питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Çак проектсем хамăр тăрăхри ял çыннисене пурăнма, ĕçлеме тата канма, хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме лайăхрах условисем туса парассипе çыхăннă. Ăна вăхăтра пурнăçлассине пирĕн территори пайĕнче пурăнакансем пĕрлехи ĕç тесе йышăнаççĕ. Хăйсен тĕп ĕçĕсене йĕркелесе пынă чух яваплă ĕçченсем паян шăпах çак задачăсене тĕпе хурса тăрăшнинчен паян тĕлĕнмелли çук. Мал туртăмлă ĕç пĕччен-иккĕн вăй хунипе пурнăçланса пырайманни пуриншĕн те паллă. Çавăнпа та вырăнти пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче паян эпĕ ялта пурăнакансен тăрăшулăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртатăп. Пĕрлехи ĕç ял çыннине тулăхрах пурăнма май парать. Вăл вара территори пайĕн пĕрлехи ĕçĕ çине те ырă витĕм кÿрет, çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Ялсенче пурăнакансем туслă та пĕр ĕмĕтлĕ пулсан, вĕсем пурнăçланасси пирки те манăн пĕр иккĕленÿ те çук.

– Денис Валерьевич, сирĕн территори пайĕнче пурнăçланнă ĕçсем курăнаççĕ, тĕллевĕсем те паллă. Апла пулсан ăнăçу сунатăп.

Сăн ÿкерчĕкре: Москакассинчи ача садне каякан çула тĕпрен юсаççĕ.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6