Округра юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса ялсенче чылай ĕç тума пултарнине никам та хирĕçлемĕ. Кашни ялтах çак программăпа мĕн те пулин тума тăрăшрĕç: пĕве тасатрĕç, çул-йĕр е ытти объекта юсарĕç, ача-пăча площадкисем çĕнĕрен турĕç. Çынсем ку программăна çулсеренех хапăл туса йышăнаççĕ, хăйсен территорийĕнче ырă улшăнусем кĕртес тĕллевлине пĕлтереççĕ.
Çакна шута илсе республика ертÿлĕхĕ регион бюджетĕнчен уйăракан укçа калăпăшне 5 процент ÿстерчĕ. Çакă çынсен тăкакне пĕчĕклетме, вĕсен пуçарăвĕсемпе хатĕрленĕ проектсене ытларах ĕçе кĕртме май парать. Кăçал асăннă программа ячĕ улшăнчĕ, малашне ăна «Ниме – Халăх бюджечĕ» проект тенипе пĕлĕпĕр. Сентябрĕн 12 – 26-мĕшĕсенче «Чăваш Ен. Онлайн» платформăра проектсемшĕн сасăлас тапхăр. Çак вăхăтра пухăннă сасăлав 2026 çулта ĕçе кĕртмелли проектсене палăртать. Çынсем мĕн чухлĕ сасă ытларах пухаççĕ, проектсене пурнăçлас шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах.
– Оринин территори пайĕнче хастар çынсем пурăнаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программи ĕçленĕ тапхăрта пирĕн тăрăхра пĕтĕмпе 16 проект пурнăçлама май килчĕ, кăçал 7 проект вăя кĕртрĕмĕр. Мулкачкассинче, Лапкасра, Çĕньял Орининта, Патаккассинче пĕвесем тасатрăмăр. Атапай ялĕнче ача-пăчана вылямалли площадка турăмăр. Чамăш ялĕнчи Иккĕмĕш урамри шыв пăрăхне юсарăмăр. Çак ĕçе Пăсăрман ялĕнче те туса ирттертĕмĕр. Пирĕн тăрăхри çынсем пуçарулăх проектне çулсеренех хутшăнма тăрăшаççĕ. Ĕçсене çынсем хăйсем сĕнеççĕ. Ялсенче çынсемпе пухусем туса ирттертĕмĕр, унта вăл е ку ĕç тăвассине тата тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе яврăмăр. 2026 çулта пурнăçламалли проектсем пирĕн 9 пулмалла. Вĕсем пирки пухура калаçрăмăр, çынсен шухăшне шута илтĕмĕр. Пĕве тасатассипе çитес çул 5 проект — Сентимĕрте, Атапайĕнче, Пиккикассинче, Патаккассинче тата Чамăшра. Пĕвесем ялсенче пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе питĕ кирлĕ. Лантăшсем ялĕпех шыв çыхăнăвĕн сетьне çĕнетесшĕн. Мулкачкассисем пĕр урамран тепĕр урама каçмалли вырăна йĕркене кĕртесшĕн. Лапкасра пурăнакансем те ытти ялти пекех активлă, вĕсем çул юсасшăн. Чамăш ялĕнчи çамрăксемпе аслисем ял малалла аталантăр теççĕ, ача-пăчана вылямалли площадка тăвасшăн. Çак проектсене пурне те конкурс комиссийĕ йышăнасса тата проектсем çитес çул пурнăçланасса шанатпăр. Кирек епле ĕçре те пуçаруçăсем кирлĕ. Пирĕн тăрăхри ялсенчи активпа старостăсем хастар. Мулкачкасси старостине Павел Иванова, Атапайĕнчи Сергей Колбасов старостăна, Çĕньял Орининти Александр Порфирьев активиста, Лапкас ялĕн старостине Алексей Воробьева, Патаккасси ялĕн старостине Борис Мокшанова, Чамăш ялĕн старостине Андрей Артемьева тата Пăсăрманти Юрий Кожевников старостăна ырăпа палăртас килет. Çавăн пек хастар çынсем пулсан пирĕн ĕçсем малалла та пурнăçланса пырĕç, – çапла пĕлтерчĕ Оринин территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова.
Кăларăма Роза ИЛЛАРИОНОВА хатĕрленĕ.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
